Archive - Çĕртме 2016 - Хыпар

июня 8th

8 Çĕртме, 2016

ПАХА МАÇ ХАТĔРЛЕТПĔР

Хур çăвĕ тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшнине пĕлетĕп-ха. Чăх çăвĕ мĕнрен те пулин усăллă-и?

Ю. ЕФРЕМОВА.

Муркаш районĕ.

Фитотерапевтсен сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр. Сиплĕ маçсен рецепчĕсем кашнинех кирлĕ пулма пултараççĕ.

Чăх çăвĕ

Унра хăйне евĕр чăх белокĕ пептид тата экстрактивлă япаласем пур. Йывăр чир, операци хыççăн иммунитета çирĕплетме яшкана, шÿрпене чăх çăвĕ кăштах хушсан аван.

Хур çăвĕ

8 Çĕртме, 2016

ÇАМРĂК ÇĔРУЛМИНЕ - ХУППИПЕХ

Диетологсем çамрăк çĕрулмине хуппипех çиме сĕнеççĕ. Ун айĕнче çĕрулми крахмалĕпе сахăрне пайлакан ферментсем вырнаçнă. Сирĕн апат рационне çак рецептсем пуянлатма пулăшĕç.

Ешĕлпе çăмарта салачĕ

Базиликăн 2-3 турачĕ, кăшкарутин 2-3 çулçи, пĕçернĕ 4 çăмарта, 6 çамрăк çĕрулми, 1 чей кашăкĕ горчица, 3-4 апат кашăкĕ тип çу, тутă кĕмелĕх тăвар, тÿнĕ пăрăç.

8 Çĕртме, 2016

ӲТЕ ÇАРАН ДЕРМАТИЧĔ СИЕНЛЕСЕН

Фитодерматит /çаран дерматичĕ/ — ӳсен-тăранпа çыхăннă хими япалисене пула ӳт шыçни. Вăл çара алăпа чечек пухнă, çум çумланă е çаран çинче канса выртнă чухне шăрăхра тарланă ӳте курăк сĕткенĕ е тусанĕ, вăрри лекнипе аталанать. Ку тĕлĕшпе пултран /борщевик/, хăях /осока/, вĕлтран, сĕт курăкĕ /молочай/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, чĕп куç йышшисем /лютиковые/ уйрăмах сиенлĕ. Унсăр пуçне йывăçсен хуппи те, папки те çакăн пек витĕм кӳме пултараççĕ. Аллергипе аптракан çынсем фитодерматита уйрăмах сисĕмлĕ. Кун пек чухне чир аллерги контакт дерматитне аса илтерет.

8 Çĕртме, 2016

ЧĂРĂШ ТĂРРИ КРЕМНИПЕ ПУЯН

Чăрăш тăррине /хвощ полевой/ çĕртме-çурла уйăхĕсенче пухмалла. Сулхăнра çӳхе сийпе сарса типĕтмелле.

Ӳсен-тăранра кремни, усăллă ытти япала нумай. Вăл шăмăсем арканасран, сыпăсем шыçасран хӳтĕлет. Артрозпа, артритпа, ревматизмпа аптракансем чăрăш тăрри пулăшнипе хăйсен сывлăхне чылай лайăхлатма, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме пултараççĕ. Питĕ витĕмлĕ рецепт пур.

8 Çĕртме, 2016

ÇУЛÇИ ТЕ, ТЫМАРĔ ТЕ СИПЛĔ

Халăх медицининче пахчара чылайăшĕ ÿстерекен любистокăн çулçипе тата тымарĕпе микробсене хирĕç кĕрешме, шăк хăвалама, манкана çемçетсе кăларма, ыратнине ирттерме усă кураççĕ. Сăмах май, çак ешĕле сельдерее аса илтернĕ май, сăрт-ту сельдерейĕ тесе те калаççĕ.

июня 7th

7 Çĕртме, 2016

«Хыпар» 86-87 (26996-26997) №№. 7.06.2016

7 Çĕртме, 2016

Ĕçлĕ çамрăк пурнăçăн чăн çулĕпе пытăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнчи черетлĕ канашлăва уçнă май «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи тапхăрти бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен» Указа / вăл паянхи номерти 4-мĕш страницăра пичетленет/ алă пусни, Мускаври «Хĕрлĕ лапам» фестивальти

7 Çĕртме, 2016

Раççей ырлăхĕшĕн ĕçлеме шантарнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хурал службин Чăваш Республикинчи Ятарлă çыхăну тата информаци центрĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕпе тата правительствăн хуласен хушшинчи çыхăнăвĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнĕ ятпа саламланă.

7 Çĕртме, 2016

Дмитрий Медведев чăваш кĕнекипе кăсăкланнă

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав варринче «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивалĕ уçăлнă. Кĕнекепе çыхăннă тĕп пулăмран Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та пăрăнса юлман.

Pages