Комментари хушас

8 Çĕртме, 2016

ӲТЕ ÇАРАН ДЕРМАТИЧĔ СИЕНЛЕСЕН

Фитодерматит /çаран дерматичĕ/ — ӳсен-тăранпа çыхăннă хими япалисене пула ӳт шыçни. Вăл çара алăпа чечек пухнă, çум çумланă е çаран çинче канса выртнă чухне шăрăхра тарланă ӳте курăк сĕткенĕ е тусанĕ, вăрри лекнипе аталанать. Ку тĕлĕшпе пултран /борщевик/, хăях /осока/, вĕлтран, сĕт курăкĕ /молочай/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, чĕп куç йышшисем /лютиковые/ уйрăмах сиенлĕ. Унсăр пуçне йывăçсен хуппи те, папки те çакăн пек витĕм кӳме пултараççĕ. Аллергипе аптракан çынсем фитодерматита уйрăмах сисĕмлĕ. Кун пек чухне чир аллерги контакт дерматитне аса илтерет.

Чир паллисем

Фитодерматит пуçлансан ӳт пĕр тĕлте хĕрелет е уйрăм пăнчăсем, хăмпăсем йĕркеленеççĕ. Хăш чухне ӳт хими япали лекнипе пиçсе кайнă пек курăнать. Фотодерматитăн сайра тĕл пулакан форми пур: ӳт кĕсенленет, пӳрленет... Ӳсен-тăран сиенленĕ хыççăн 1-2 кунран чĕркуççисем, ура тупанĕсем, алă лапписем е пит, пĕçĕсем, хырăм çине кĕçĕтекен шĕвекпе тулнă хăмпăсем тухаççĕ. Вĕсем тӳрĕ йĕрпе е мĕнле кирлĕ апла вырнаçса тухаççĕ. Ӳт хĕрелет, шыçнă хĕрлĕ пăнчăсемпе витĕнет, вĕсем час-часах çулçă формăллă пулаççĕ. Кĕçĕтнисĕр пуçне ыратма, хĕртме пултараççĕ. Çак паллăсем 7-10 кунран хăйсем тĕллĕнех иртеççĕ. Анчах вĕсен вырăнĕнче çаран дерматичĕ çинчен аса илтерекен пигмент пăнчисем юлаççĕ. Кăткăсрах тĕслĕхсенече çĕвĕсем юлни те тĕл пулать.

Чиртен хăтăлмалли тĕп меслет — ӳсен-тăрана перĕнесрен асăрханни. Çаран курăкĕ нумай ӳсекен территорирен тӳрех пăрахса каймалла. Ультрафиолета сисĕмлĕх вăйланчĕ пулсан хĕвел çине тухмалла мар. Çакна пурнăçлама май килмесен ӳт шатраран тасаличченех хăвăра хĕвелрен, ӳсен-тăранран шанчăклă мелсемпе хӳтĕлеме тăрăшăр.

Дерматита пула ӳт питĕ хытă кĕçĕтме пултарать. Сиенленнĕ тĕле пăр, сивĕ компресс хуни е сивĕ шыва чикни çăмăллăх кӳрĕ. Ӳте эмел курăкĕ /ромашка/, шăши кикенекĕ /череда/, пĕтнĕк /мята/, чăрăш е хыр лăсси, анăс курăкĕ /девясил/, хупах тымарĕ ярса вĕретнĕ шывпа кунне темиçе хут çуни е 10-15 минутлăх ваннăчка /тинĕс тăварĕ хушса та/ туни лайăх пулăшать. Сиенленнĕ тĕле пĕтнĕк çулçисене йĕпетсе хумалла, типичченех тытмалла.

Пултрана пула

Чăваш Енре фитодерматита аталантаракан ӳсен-тăранран чи анлă сарăлни — пултран. Вăл сывлăша наркăмăшлă япаласем кăларать. Çав шутра — ӳсен-тăранăн кирек хăш пайне перĕнсен те ӳте пĕçертекен тата ун çывăхĕнче нумай вăхăт пулсан ăша пăтратма, хăстарма, пуçа ыраттарма, тăн çухаттарма пултаракан кумаринпа эфир çăвĕсем. Пултран чечеке ларнă тапхăр — утă уйăхĕн варринчен пуçласа çурла уйăхĕн вĕçĕччен — уйрăмах хăрушă. Реакци тӳрех мар, темиçе сехетрен е талăкран кăна палăрать.

Аллергипе чирлĕ çынсемшĕн, уйрăмах вĕсемшĕн эфир çăвĕсем аллерген пулсан, пултран питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, тип пыр шыçнипе çын сывлаймасăр вилме пултарать.

Пултрана пула ачасем вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Çавăнпа вĕсене сиенлĕ ӳсен-тăрана паллама вĕрентĕр, ун çывăхне пыма, ăна тытма мĕншĕн юраманнине каласа ăнлантарăр.

Хӳтлĕх, сиплев

Енчен те пултрана перĕнме тиврĕ пулсан сиенленнĕ ӳте хĕвел пайăркисем лекесрен чи сахалтан та икĕ талăк асăрханмалла. Çак вырăна супăньпе лайăх çумалла, спирт е марганцовкăн кĕрен шĕвекне сĕрмелле, е фурацилин шĕвекĕпе примочка хумалла. Ыратнине ирттерме новокаинпа йĕпетме, пиçсе кайнинчен сиплекен “Пантенол” аэрозоль сирпĕтме, аллергие хирĕçле эмел /диазолин, ытти/ ĕçме юрать.

Малтанхи пулăшу хыççăн тухтăр патне каймалла. Енчен те фитодерматит куçа, çăвара, ытти лăймака сийе сиенлерĕ пулсан уйрăмах васкамалла. Ан манăр, малтанхи пулăшу мелĕсем — çынна çăмăлрах туйма пулăшмалли мелсем. Диагноза палăртма тата чир мĕнле аталанса пынине сăнаса тăма, тивĕçлĕ сиплев çырса пама тухтăр кăна пултарать.

Фитодерматитран çине тăрсах сипленмелле, мĕншĕн тесен шыçнă ӳт патогенлă тĕрлĕ микроорганизма аталанма питĕ меллĕ вырăн пулса тăрать. Тата вăл ӳтĕн ытти чирĕпе йывăрланма пултарать. Сăмахран, аллерги конћюнктивичĕпе риничĕ пуçланаççĕ. Çавна май тухтăр палăртнă сиплев йĕркине çирĕп пăхăнмалла.

Профилактика сĕнĕвĕсене шута илни пĕл-терĕшлĕ. Ӳсен-тăранпа ĕçлеме тивекен çынсене ятарлă çи-пуç пулăшать. Вăрăм çанăллă çи-пуç, алса, пуçа мĕн те пулин тăхăнмалла. Урасене шăлаварпа е юбкăпа хупламалла. Çут çанталăкра каннă чухне те ӳсен-тăрана перĕнесрен сыхланмалла. Çара уран çӳреме, курăк çинче выртма юрамасть, аяла пляжра усă куракан пĕчĕк кавир хумалла.

Çаран çине, вăрмана, дачăна кайнă чухне духипе, дезодорантпа, косметикăпа усă курмалла мар. Дезодорант вырăнне ача присыпки лайăх. Çаран дерматичĕн паллисем малтан та палăрнă пулсан чечек, курăк татма çӳхе пир перчетке тăхăнмалла. Мĕнле те пулин эмел, уйрăмах антибиотик, ĕçнĕ тапхăрта похода каяссипе питĕ асăрхануллă пулмалла. Ансат çак сĕнӳсене пăхăнни сире сывлăха сиен кӳресрен хӳтĕленме пулăшĕ.

Аслă категориллĕ дерматовенеролог тухтăрсем:

Анна ОСИПОВА, Шупашкар хулин васкавлă медицина пулăшăвĕн больници;

Светлана ФЕДОРОВА, Шупашкар районĕн больници;

Марина СТЕПАНОВА, Шупашкар хулин клиника центрĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.