Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕн кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ: республикăн 2018 çулхи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртессине татса пачĕç. Бюджетăн тупăш пайĕ 193 миллиона яхăн тенкĕлĕх пысăкланать.

Шучĕпе ку бюджетăн кăçалхи тăваттăмĕш тÿрлетĕвĕ пулать. Асăннă укçа — Мускав регион влаçĕсен налук пухмалли майсене анлăлатас, экономикăна аталантарас тĕллевлĕ ĕçне хакланин кăтартăвĕ. «Премие» çĕршывăн хĕрĕх регионĕ илет. Чăваш Ен те çак ретре.

Паян Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче хӑйне евӗр уяв иртрӗ. Кунта Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра Анатри Панкли ялӗнчи Тимофевсен ҫемйине 3 пӳлӗмлӗ хваттерӗн ҫӑра уҫҫине пачӗҫ.

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Лидия Борисова ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлура пĕлтерни — пин-пин çыншăн савăнăçлă хыпар. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ялсенчи ватăсен пенсийĕ ÿсет. Çак йышăну ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ, ялта пурăнакан, ватлăха е инвалид пулнине кура пенсие кайнă май ниçта та ĕçлемен ватăсене пырса тивĕ. Хушăм – пенсин çирĕплетнĕ виçин 25% чухлĕ, вăтамран 1333 тенкĕпе танлашать.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» портал Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ карттине ҫӗнетсе пичетленĕ. Кун пирки сайтăн хуçи тата администраторĕ Аçтахар Плотников пĕлтернĕ.

Муркаш район администрацийĕ Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине пĕлтерет. Уяв каçĕ Александр Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕнчи пĕр сыпăкне кăтартнинчен пуçланнă. Çак ĕçе шăпах 100 çул каялла сцена çине кăларнă.

Оринин халăх театрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ĕçленĕ. Вырăнти артистсем халăха çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарнă.

7 Dec, 2018 | Культура

Пирĕн юратнă Нарспи. Чăннипех çапла шутлатпăр Раççей халăх артистки, ЧР Патшалăх, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Ен комсомол премийĕсен лауреачĕ, Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ гражданинĕ Нина Григорьева пирки.

6 Dec, 2018 | Сывлăх | донорсем

Чÿк уйăхĕнче республикăра «Чăваш Ен юн донорĕсем» проектпа килĕшÿллĕн «Хастар донор» конкурс иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин çамрăксен «Студканаш» организацийĕпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин Юн илекен станцийĕ йĕркеленĕ.

Конкурса 2018 çулта 3 хутран кая мар донор пулнă 18-35 çулти пуçаруллă çамрăксем хутшăнма пултарнă.

6 Dec, 2018 | Вĕрентÿ | Диктант

Хамăрăн правасене лайăх пĕлетпĕр-и? Çакна тĕрĕслемешкĕн май пур! Раштавăн 3-10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри юридици диктанчĕ çыраççĕ. Мероприятие РФ Конституцийĕ вăя кĕнĕренпе 25 çул çитнине халалланă.

Диктанта хутшăнма кăмăл пур-и? Ăна çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те çырма май пулать. Онлайн мелпе те, ятарлă лапамсенче те. Вĕсем ыран, раштавăн 7-мĕшĕнче, кăнтăрла 12 сехетре çĕршыври пĕтĕм регионта, çав шутра Чăваш Енре те уçăлĕç.

Pages

Subscribe to