Хăрушсăрлăх хамăртан пуçланать

14 Ака, 2026

Ачасене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йăли-йĕркине хăнăхтарсан ашшĕ-амăшĕн те чунра лăпкăрах пулĕ. Анчах хăш чухне аслисем те пĕтĕмпех асра тытса çитереймеççĕ, вара ачасен тимлĕрех пулса ашшĕ-амăшне асăрхаттарма тивет. Хăрушсăрлăх йĕркине аса илтерес тĕллевпе пирĕн республикăра та, çĕршывра та сахал мар мероприяти иртет.

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕршыври виçĕ хулари /Новосибирск, Питĕр тата Шупашкар/ шкулсенче «Хăрушсăрлăх санран пуçланать» онлайн олимпиада савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Мероприятие пĕтĕмĕшле 300 ытла вĕренекен хутшăннă.

Ача садне çӳрекенсен тата шкул ачисен пĕлĕвне çĕнĕлле хаклама май паракан тĕрĕслев Чăваш Енĕн тĕп хулинче 2-мĕш пуçламăш шкулта пулчĕ. Çав кун олимпиадăна хутшăнакансене саламлама Учи.ру вĕренӳ платформин Чăваш Енри кураторĕ Никита Нестеров та хутшăнчĕ. Вăл ачасене çăлавçăсем ирттерекен ăсталăх класĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ, олимпиада мĕнле иртессине ăнлантарчĕ.

«Пирĕн тавра информаци те, техника та нумай. Эпир пĕтĕмпех алла илме тăрăшатпăр. Çапах та хамăрăн пурнăçа упрас тесен чи малтан хăрушсăрлăх йĕркине вĕренмелле», — терĕ шкул директорĕ Алевтина Димитриева олимпиадăна хутшăнакансене ăнăçу суннă май. Хăрушсăрлăх йĕркине килте те, урамра та, шкулта та — кирек ăçта та асра тытмалли çинчен вĕренӳ министрĕн çумĕ Марина Лежнина аса илтерчĕ.

«Олимпиадăна мĕншĕн шăпах çак шкулта уçас терĕмĕр? Ку пач ăнсăртран мар. Эсир — чи хастаррисем. Халĕ ыттисем те олимпиадăна хутшăннă чухне сирĕнтен тĕслĕх илĕç», — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пресс-службин ертӳçи - шалти службăн полковникĕ Ольга Нягина.

Ăсталăх класĕсем, чăнах та, кăсăклă иртрĕç. МЧС ĕçченĕсем ачасене пушар тата шыв çинчи, çавăн пекех газпа тĕтĕм хăрушсăрлăхĕ çинчен ăнлантарчĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Çăлавçă тумне тăхăнса курни пĕчĕкскерсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулни сисĕнчĕ.

Тĕлĕнтермĕш факт сахал мар пĕлчĕç вĕсем мероприятире. Сăмахран, çут çанталăк газĕн шăршă çук иккен. Пирĕн килсене çитекенни вара — одорантпа хутăштарнăскер. Газ шăршине туйма çавăн пек мелпе умă кураççĕ имĕш. Ун пирки ачасене «Газпром» Шупашкарти газ валеçекен предприятийĕн тĕп инженерĕ Михаил Семенов пĕлтерчĕ.

«Хăрушсăрлăх санран пуçланать» Пĕтĕм Раççейри онлайн олимпиада — Раççей МЧСĕпе Учи.ру вĕренӳ платформин пĕрлехи проекчĕ, вăл «Газпром межрегионгаз» пулăшнипе пурнăçланать. Палăртмалла: Раççей МЧСĕ культура хăрушсăрлăхне йĕркелемешкĕн ачасемпе тата çамрăксемпе тăтăшах профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Цифра инструменчĕсем çак пĕлĕве çăмăллăнрах ăса хывма пулăшаççĕ.

Çакă та паха: олимпиада ыйтăвĕсенче ачасене хăрушсăрлăх йĕркине аса илтернĕ, хăрушлăха маларах туйса илме тата тĕрĕс утăм тума вĕрентнĕ. Шкул ачисем 7 тематика блокĕн ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Ача садне çӳрекенсен вара аудио мелĕпе хатĕрленĕ 5 ыйтăва хурав памалла.

Олимпиадăна çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕччен хутшăнма май пур. Çакăн валли малтан safety-mchs.uchi.ru сайтра регистрациленмелле е Учи.ру сайта логинпа тата парольпе кĕмелле. Хутшăнакан кашни ача сертификат, Хисеп хучĕ е диплом илĕ.

www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас