Çурт-йĕре юсас ыйтăва тишкерчĕç
2020 çулта Чăваш Енри нумай хваттерлĕ 281 çурта юсама, çакăн валли 1,3 миллиард тенке яхăн тăкаклама палăртнă. Плана туллин пурнăçлайман — 238 çуртра юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Апла пулин те строительство министрĕ фонд ĕçне ырласа хакларĕ: пандемие пула юсав ĕçĕсене пуçăнмашкăн тытăнса тăма тивнĕ, тĕрĕссипе, утă уйăхĕнчен кăна ĕçе кÿлĕннĕ. Апла пулин те фонд пысăк ĕç пурнăçлама пултарнă.