ЖКХ тĕлĕшпе халăхра кăмăлсăрлăх пысăкки вăрттăнлăх мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ку сферăри ĕç-пуçа куçран вĕçертмест - çирĕп сăнаса тăрать.
Шупашкарти Калинин районĕн прокуратуринчен граждансем пулăшу ыйтрĕç - «Веста-30» ТСЖ Гагарин урамĕнчи 30/1 çурта пăхса тăнă чух саккуна пăсни пирки пĕлтерчĕç. Тĕрĕслев çынсен кăмăлсăрлăхĕ сăлтавсăр пулманнине çирĕплетрĕ.
ЖКХри йĕркесĕрлĕх пирки паян кахал кăна калаçмасть пуль. Çĕр-шыв, республика ертÿçисем мерăсем йышăнма хистеççĕ, хăлăхсăррисене явап тыттараççĕ, анчах, шел те, ĕç-пуç тăруках лайăхланни сисĕнмест-ха. Çакна тĕп хулари лару-тăрăва тишкерсе Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕ Зелфинас КАРАМА та çирĕплетет.