Комментари хушас

29 Пуш, 2014

Нумай илнĕ, сахал панă

ЖКХри ĕç-пуçпа нумайăшĕ кăмăлсăрри паллă: пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтермест, вĕсем ытла та хаклă... Шел те, çак кăмăлсăрлăх чылай чухне сăлтавлă.

Шупашкарти Кадыков урамĕнчи 17-мĕш çуртра пурăнакан ыйтнипе республика прокуратури коммуналлă пулăшу ĕçĕсене шутласа панин саккунлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - «Новоюжный» ООО 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх хайхи 17-мĕш çуртра пурăнакансен ăшăшăн хывакан тÿлевĕн виçине тÿрлетнĕ. Пĕрлехи шутлав приборĕн кăтартăвĕсен тата çынсенчен илнĕ тÿлев уйрăмлăхне тĕпе хунă. Çапла вара çулталăк тăршшĕпе хваттер хуçисенчен ăшăшăн 835 пин тенке яхăн сахалрах пухнине палăртнă, çителĕксĕррине пуринчен те пухма йышăннă. Йĕркене пăсни çинчен ыйтса çырнă çыннăн 3,7 пин тенкĕ тÿлемелле пулнă.

Çак виçене хайхи тÿрлетÿсĕр пуçне çынсене вĕри шывшăн шутласа паракан тата ресурссемпе тивĕçтерекен организаци управляющи компанирен илекен тарифсен уйрăмлăхне те кĕртсе янă. Çийĕнчен УК 2012 çулта ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тÿлеве «тÿрлетессинчен» пăрăнни палăрнă. Ун чухне хайхи хваттер хуçине 3,3 пин тенке яхăнах тавăрса памалла пулнă, чăннипе 338 тенкĕ çеç панă. Пĕтĕмпе вара «Новоюжный» ООО 2012 çулшăн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансене 653 пин тенкĕ тавăрса паман.

Çавна май Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури «Новоюжный» ООО директорĕ тĕлĕшпе представлени çырнă, уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса памашкăн тĕрĕслев материалĕсене малтанхи следстви органĕсене ăсатнă.

Сăмах май, асăннă УК тĕлĕшпе çăхав йышлă та - республика прокуратури вăл пăхса тăракан нумай хваттерлĕ мĕн пур çуртра тĕрĕслев ирттерме йышăннă. Унăн кăтартăвĕсемпе вулакана паллаштарма тăрăшăпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.