Çĕмĕрлесем хĕле хатĕр мар
Вырăнти влаç органĕсене кулленхи çивĕч ыйтусене татса пама пулăштăр тесе çĕршывра 2011 çулхи май уйăхĕнче «Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ» /ПРХФ/ общество пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Регионсенче унăн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Вăл Чăваш Енре те пур.
Уйрăмăн хастарĕсем коррупципе тата тирпейсĕрлĕхпе кĕрешеççĕ, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсем епле пурнăçланнине тĕрĕслеççĕ.