Истори

Паянхи «Хыпарăн» çул çыравĕ /летопиçĕ/

   1906-1907 çулсенче ытти халăхсем те хăйсен чи малтанхи хаçачĕсене уçнă, анчах, хупнă хыççăн, вунă çула тăсăлнă реакцие пула 1917 çулхи нарăс уйăхĕнчи революциччен хаçат кăларайман. 1917-1918 çулсенче хаçатсем каллех тухма пуçлаççĕ, анчах темле сăлтавпа - малтанхи хаçатсен еткерне манăçа хăварса. Пĕртен-пĕр «Хыпар», чăвашлăх ас тăвăмне упраса, каллех çав ятпах тухма тытăнать. Вăл тăван халăх патне таврăннă теме пулать.

   Этем кун-çулĕ те çавнашкалах мар-и-ха? «Хыпара» хупнă вăхăталлах унăн редакци коллегийĕн членне эсер-максималиста Т.Н. Николаева /Хурие/ каттăркăна яраççĕ. Чăвашсем «Хыпара» манман пекех, Хурие те ял-йыш, революционер-юлташĕсем асрах тытса пурăннă. 1917 çулта хаçата çĕнĕрен кăларма пуçлаççĕ, Тимофей Николаев та Чăваш Ене таврăнать. Çапла вăхăтăн татăлнă çыхăнăвĕ пĕрлештерет.

Паянхи «Хыпарăн» çул çыравне /летопиçне/ ăçтан пуçламалла? Паллах, 1906 çулхи кăрлачран.

   Чăн та, 1899 çултах чăваш çыравçă-шурсухалĕ Иван Николаевич Юркин «Пăлхар» ятлă хаçат кăларма ĕмĕтленнĕ. Ĕçне ăнăçтараймасть. Юркка Иванĕ çакăншăн Иван Яковлевича айăплать, Мĕтри Юман та çаплах шутлать. Анчах кунта пĕр чăнлăха асра тытмалла: вăл тапхăрта «вак» халăхсем пĕри те хаçат кăларма пултарайман. Тутарсем те темиçе те ыйтса пăхнă: ирĕк паман. Вĕсен «Нур» ятлă пĕрремĕш хаçачĕ Петербургра 1905 çулта тухма тытăнать.

   Кирек мĕнле юбилей те - пĕтĕмлетÿ. Иван Юркин Иван Яковлева «чăваш тăшманĕ» тесе ярлăклани, паллах, чăнлăхпа ниепле те пĕр килме пултараймасть. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи общество-политика, çутлăх-культура процесĕсене Иван Яковлевич, тен, тивĕçлипе хаклайман-тăр. Çакна унпа Никольский хутшăнăвĕсем те кăтартаççĕ. Иван Яковлевич халăха çутта кăларас ĕçре хаçат витĕмне курасшăн пулман темелле. Кунта, ман шутпа, икĕ Аслă Çутта кăлараканăмăр хушшинче антагонизм шырамалла мар. Чăнлăхĕ питех те ансат: Николай Никольский урăх саманара Яковлев ĕçне малалла тăсмалли урăх меслетсем шыранă, тупнă, çав шутра - чăвашла хаçат кăларса.

   1905 çулхи революци сăлтавĕсем тарăн. Историксем темшĕн ăна вырăссен пĕрремĕш революцийĕ теççĕ. Ку тĕрĕс мар: Раççей империйĕнчи «инородец», эппин, ют йăхран тесе мăшкăлласа кулнă халăхсем хăйсем валли ирĕк илме ăнтăлнă, аслă держава шовинизмне текех тÿсме пултарайман. 1903 çулта Хусан земство управин председателĕ Н.Мельников «Казанская газетăра» çапла çырать: «Чăваш культури пулман та, пулмасть те. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварма, çакна май çак чĕлхешĕн тивĕçсĕр литература çуратма, чăваш хушшинче сепаратизм тата хăйсемпе мăнаçланассине аталантарма кирлĕ мар, анчах çак йăхăн лайăх пахалăхĕсене сыхласа хăвармалла: вĕсен тÿр кăмăллăхне, перекетлĕхне, пĕлесшĕн çуннине, çĕре тата ун çинче мĕн ÿснине юратнине. Эпĕ шутланă тăрăх, акă чиркÿпе шкулăн чăн тĕллевĕсем».

   Вăл вăхăтра йĕркеллĕ шутланнă çак сăмахсем паян мĕнле тискеррĕн илтĕнеççĕ! Мĕтри Юман çырнă тăрăх, 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех чăвашран тухнă темиçе пин интеллигент шутланнă: учительсем, пупсем, хуçалăхри тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем. Тĕслĕхрен, Вятка /хальхи Киров/ хулинче çĕр виçевçĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухса хальхи Эстони тăрăхĕнче ĕçленĕ, кайран тăван Купăрля ялне таврăнса чăваш ялĕсене çырма тĕпĕсенчен кăларса культурăлатнă Василий Никитич Никитина-Никольские интеллигент темелле мар-и вара? Вăл хăйĕн укçипе ялта чавтарнă кÿлĕ хĕрринче паян - унăн ывăлĕн бюсчĕ, парк.

   «Хыпар» никĕслевçи - иккĕмĕш ăрури интеллигент - çав саманара чăваш халăхĕн ăс-хакăл, çутлăх ертÿçисенчен пĕри пулса тăрать. Пĕрремĕш ăрури интеллигенци ун патне Хусана туртăнни те ахальтен мар. Никольские пула Хусанта чăваш наци чĕрĕлĕвĕн, культурăпа çутлăхăн иккĕмĕш центрĕ йĕркеленет. Иван Яковлевич вĕренекенĕсем Тайăр Тимкки, Ефим Трофимов, каярахпа Мĕтри Юман, Семен Николаев, Гавриил Алюнов тата ыттисем «Хыпар» кăларма хутшăнаççĕ. Çапла вара, пĕр-пĕрне ăнланми пулнă анатрипе тури чăвашсен диалекчĕсене пĕрлештерсе Иван Яковлев йĕркеленĕ çырулăх никĕсĕ çинче «Хыпар» хаçат тухма тытăнать. Çак сăмахсемпе эпĕ хăш-пĕр тĕпчевçĕ Яковлевпа Никольские хирĕçтерме пăхнинче пăнчă лартасшăн. Вĕсем - икĕ ăру çыннисем: Николай Васильевич Иван Яковлевран 30 çул кĕçĕнрех. Эппин, Яковлев çак тапхăрта мĕн ĕçленине Никольский малалла тăсса аталантарнă.

   Эпĕ çак шухăша пĕрре мар каланă ĕнтĕ: Н.В.Никольский ячĕ 1906 çулта чăвашла пĕрремĕш хаçат кăларнипех историре ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлма тивĕçлĕ. Çырăнчĕ теме паян юрать те пулĕ. Пÿрт мĕнле ларасси, унăн хăтлăхĕ чи малтан никĕсрен килет. «Хыпар» çурчĕн никĕсĕ питех те çирĕп пулни вара паян иккĕлентермест. Чăн та, унта та кунта вăрттăн-хĕрттĕн чашлатса-кĕвĕçсе калаçнине те илтме пулать-ха: паянхи «Хыпарпа» Никольский «Хыпарне» ячĕсĕр пуçне урăх нимĕн те çыхăнтармасть имĕш. Айванккасемпе чунĕ нишлисене Никольский аса илĕвĕнчи пĕр сыпăка илсе кăтартатăп: «1907 çула «Хыпар» пысăк йывăрлăхпа кĕчĕ. Яланхи пекех укçа-тенкĕ çитсе пымарĕ. Типографи манран пĕтĕм 1906 çулшăн парăма - пĕр пин тенке яхăн - тÿлесе татма ыйтрĕ. Çак укçана пайăн-пайăн пĕтĕмпех тÿлерĕм». Çав тапхăрта Никольский «Хыпар» редакторĕ те, издателĕ те пулман ĕнтĕ, хаçата социалист-революционерсем кăларса тăнă. Анчах Николай Васильевичăн пур-пĕрех пичетри хăйĕн ачин пурнăçне тăсас килнĕ.

   Малтан эпĕ чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ 1917 çулта иккĕмĕш хут çак ятпа тухма пуçланă тенĕччĕ. Каллех - Никольский витĕмĕпе. «Хыпар» пĕлтерĕше çав тери тарăн шухăш хывнă-тăр Николай Васильевич. «Хыпар» - кĕске те уçăмлă, пуриншĕн те паллă ят. Пĕлтерет, каласа парать, тишкерет, вĕрентет, пĕлÿ сарать. Идеологизмсăр, партилĕхсĕр, пафоссăр...

   Эсерсене, вăл вăхăтри Раççейри чи йышлă партие, совет саманинче мăшкăлтăкран кăларман. Паян та, тĕрĕссине каламалла, историксем çак партие карикатурăпа сăнлаççĕ. Пĕр чăнлăха манса: 1917 çулхи революци авторĕ, двигателĕ шăпах социалист-революционерсем пулнă: 1 миллионлă парти. Большевиксем: 100 пинрен сахалрах. 1917-1918 çулсенчи «Хыпара» чăваш эсерĕсем, 1906-1907 çулсенчи «хыпарçăсем» тата вĕсен çамрăк ĕçтешĕсем кăларса тăнă. Мĕн пур чăваш ялта, çĕр ĕçлесе пурăннине, эсерсем вара шăпах хресчен партийĕ /тĕп лозунг: çĕре - социализацилесси/ пулнине шута илсен, «Хыпара» тата камăн кăлармалла пулнă-ха? Паллах, вĕсен!

   Вăл тапхăрти «Хыпара» политикăран, революцин ахăр саманинчен уйăрма çук. Анчах унти материалсенче тĕп ыйту - малтанхиех: культурăна хăпартасси, çутлăха ăнтăласси* кĕскен - ирĕке тухасси. «Ирĕк» сăмаха хыпарçăсем» нихăçан та ытти халăхсенчен уйрăлса пурăнассипе, никама пăхăнман патшалăх тăвассипе çыхăнтарман. Ирĕк вăл - çĕрлĕ пуласси, хут пĕлменлĕхе пĕтересси, чăваш чĕлхипе кĕнекесем, хаçатсем кăларасси, пĕтĕмĕшле - Раççейри ытти халăхсемпе танлашасси. Акă вĕсен революцилĕхĕ. «Канаш» хаçатăн 1918 çулхи 54-мĕш номерĕнче унăн редакторĕ Даниил Эльмень çапла çырать: «Эпир калатпăр: пĕтĕм чăвашăн пĕрлешме май çук. Пирĕн шутпа, тĕнчере вырăсĕ, чăвашĕ, тутарĕпе çармăсĕ çук. Этем ăрăвĕ икĕ ушкăна анчах уйрăлать - пуянсемпе чухăнсем». Ку - класс кĕрешÿçисемпе пролетариат диктаторĕсен шухăшлавĕ. «Хыпарçăсем» вара - пĕтĕм чăваш халăхне пĕрлештерессишĕн: пайламасăр, уйăрмасăр.

   Çапла вара чăваш эсерĕсем, çав шутра «Хыпар» та, аслăран та аслă граждан хирĕç тăрăвĕнче - виççĕмĕш вăй. Пирĕн историксем паян кунчченех Хусанти 3-мĕш «Хыпара» та, Ĕпхÿри 4-мĕш «Хыпара» та шуррисем кăларса тăнă тенипе ниепле те килĕшме çук. Ĕпхÿри «Хыпарăн» 2-мĕш номерĕнче «Халăх çарĕпе белая гвардия» статья тухнă. Стильне кура ăна Алюн Кавĕрли çырнă теме пулать: «Хальхи аслă вăрçăра иккĕ анчах мар, виçĕ вăй-хăват тапăçаççĕ, - çырать автор. - Çав виççĕрен пĕри - большевиксем, вĕсен çарне вĕренмен тĕттĕм çынсем анчах кĕреççĕ. Вĕсем, патша аллинче хытăлăхра хурлăх курса пурăннăскерсем, ирĕке тухсассăн çĕмĕрме тапратнă: вĕсен çулĕ çинче мĕн тĕл пулать, кирлине-кирлĕ маррине пăхмасăр пурне те аркатса, салатса пĕтереççĕ. Çав вăй-хăват малтан анчах революцийĕн пек туйăнать, лайăхрах пуç тавралла шухăшласа илсессĕн, вăл пурăнăçа салатакан вăй-хăват анчах. Нихçан та вăл хăй ăссĕн çĕнĕрен пурăнăç тăваймасть. Çав пĕтерекен вăй-хăват пĕтĕм Российăна салатса пăрахрĕ, унăн вăй-хăвачĕ - хĕрлĕ çар.

Иккĕмĕш вăй-хăват революцин - халăхăн чăн вăй хăвачĕ. Çак вăй-хăват кивелнĕ пурнăçа пăсса ун вырăнне халăха кирлĕ çĕнĕ пурнăç тăратать. Çапла вара пурăна киле халăх малалла кайса пит телейлĕ пурăнма пултарать. Çак вăй-хăватăн палли: халăха йывăр самана енне каясран чарни. Вăл вăй-хăвата «демократия» теççĕ. Унăн тĕрекĕ - Халăх çарĕ.

   Виççĕмĕш вăй-хăват - кив йĕрке еннелле туртăнакан хăват. Вăл ушкăна революци мăкăлтаса хăварнă çынсем кĕреççĕ, çĕн йĕрке вĕсен кăмăлне килмест, вĕсем кив йĕркепе анчах пурăнма юратаççĕ* вĕсем патшашăн тăраканскерсем, пуян улпутсем, нумай укçаллă çынсем, ĕлĕк аслă вырăнсенче пысăк шалу илсе тăнăскерсем».

   Историрен пĕлетпĕр: демократипе халăх çарĕн большевизмпа шурă гварди хушшинче пĕтме пÿрнĕ. «Хыпарçăсен» пĕр йышĕ «Канаш» хаçат кăларма пуçлать, кайран - «Чăваш коммуни»«Коммунизм ялавĕ».

   Хаçатăмăр кун-çулĕнче - халăхăмăрăн, чăваш тĕнчин шăпи. Хаçат ячĕсем улшăнса тăни, паллах, идеологипе çыхăннă. Анчах унăн тĕшши сыхланса юлнă: ВĂЛ - ЧĂВАШЛĂХ. Ахальтен-и Петĕр Хусанкай 1958 çулта çапла çырнă:
     Паян çав кун çывхарчĕ мар-и? 
     Мĕн пур тăван çĕршывăм тăрăх
     Янрать чăваш ăс-халĕ хурçăн.
    Эппин - шăтрех, сая каймарĕ
    Эсир акса хăварнă вăрлăх.
    Тавсси, профессор! Тайăн, пуçăм!

  Çирĕп тымара пĕтерме йывăр. Николай Никольский никĕсленĕ 
«Хыпарăн» паян парка вăрман: «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан хаçат-журнал, республикăри тата чăвашсем йышлăн пурăнакан вырăнсенчи хаçатсем, чăваш пичечĕпе полиграфийĕ. Пирĕн паянхи тĕллев - çак çемьене сыхласа хăварасси.

   Раççей Федерацийĕнче чăваш пек халăхсен иккĕлле глобализма чăтма тивет. Пирĕн анăç культурин чи начар тĕслĕхĕсенчен тата вĕсен «вырăсла» копийĕсенчен хÿтĕленмелле. Ку - Раççейри вун-вун телеканалри порнографи, çынна çын вĕлернине кăтартакан, çын тивĕçне таптакан кăларăмсем. Психологи террорĕ тата! Ку - урăх «фронт». Питĕ шел те, Анăçри эрзац-культура мари, мăкшă, ирçе, тутар, пушкăрт, чăваш тата ытти халăх культурине, вырăсла калаçакан-кăтартакан радио хыпарлав-телекурав, вырăсла хаçат-журнал урлă сĕмсĕррĕн кĕрет. «Вырăс» суррогат культури /вырăссен аслă культурипе ан пăтраштарăр/ чăваш культурине те ытларах та ытларах хĕсет. Талантлă писательсен хайлавĕсемпе ытти халăхăн, уйрăмах вырăсăн, çÿлти шайри культурипе пирĕн, паллах, паллашмалла, ăна вĕренмелле, йышăнмалла. Анчах чи малтан чăваш культури пирки шухăшламалла мар-и-ха?

   Паян Чăваш Республикинчи чăвашла хаçатсен /район хаçачĕсемпе пĕрле/ тата журналсен тиражĕн çуррине ытла «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларать. Çавăнпа, бюджет тăкакĕсене май килнĕ таран пĕчĕклетес тĕллевпе, чăвашла тухакан кăларăмсене пĕр тытăма пĕрлештермелле пек туйăнать. Ку «Хыпар» пĕтĕм информаци анлăшне монополизацилес тени мар, пĕтĕм чăваш кăларăмне глобализаци тапăнăвĕнчен пĕрлешсе хÿтĕлес тени. Чăваш пичетне, чăваш чĕлхине, чăваш культурине хÿтĕлес тĕллев. «Хыпарта»«Канашра»«Чăваш коммунинче»«Коммунизм ялавĕнче» пирĕн умĕн ĕçленĕ аслă юлташăмăрсен ĔÇНЕ малалла тăсни.

 

Пĕтес пек кисренет тĕнче!

Ун тăнăçсăр кĕрлевĕнче

Ăса, чуна мĕскер хăтарĕ?

Чăвашлăх пур-ха чунсенче!
Ун пиллĕ Ĕмĕрлĕхĕнче
Янрать - Никольскийĕн “Хыпарĕ”.

                             Геннадий АЙХИ,
                            Чăваш халăх поэчĕ. 2003.