Ыйту-хурав

17 Пуш, 2020

Урăх ят хурасчĕ

Хаклă редакци!

Çĕнĕ хулана мĕншĕн Красавино ят хумалла мар?

Пирĕн республикăра хула нумай. Анчах çапла ансат ят мана темшĕн килĕшмест. Чебоксары, Новочебоксарск, Новый город... Пĕр вăхăт çĕнĕ хулана мĕнле чĕнесси пирки конкурс та ирттернĕччĕ. Вăл лайăхлансах, аталансах пырать. Ача сачĕсем, шкулсем хута каяççĕ. Троллейбус çулĕ уçăлать. Хитре хулана мĕншĕн Красавино ят хумалла мар?

16 Кăрлач, 2019

Мĕнле чĕр чун-ши?

Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсем темĕнле чĕр чунран шар курнине пĕлтĕм. Вăл чăх-чĕпе, сурăх-качакана тапăннă-мĕн. Мĕнле тискер чĕр чун пулнине пĕлеймен иккен. Нумай пулмасть вара çÿлевĕç рысь тата росомаха пирки вуларăм. Вĕсем те сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, куяна, пĕчĕкрех ытти чĕр чуна тапăнаççĕ иккен. Çÿлевĕç пирки нумайăшĕ пĕлет. Росомаха вара мĕнлерех чĕр чун-ши? Пирĕн тăрăхра пур-и вăл?

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

11 Авăн, 2018

Ача вĕреннине çирĕплетмелле

Ывăл кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл ашшĕ вилнĕ пирки пенси илсе тăчĕ. Малашне ăна çак тÿлеве парĕç-ши? Ку ыйтупа ăçта, кам патне каймалла-ши?

И.ЗАХАРОВА.
Комсомольски районĕ.

21 Çурла, 2018

Çумăр çусан яла кĕме çук

Нумай çул старостăра ĕçлерĕм. Ял варринчи çула юсама [чул сарма] халăхран 50 пин тенкĕ пуçтартăм. Анчах палăртнине пурнăçлама ку укçа çителĕксĕр. Тепĕр 50 пин тенкĕ кирлĕ. Ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕнче те пĕрре кăна мар çĕкленĕ — вĕсен яланах укçа çук. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чупмасан халăхшăн камăн тăрăшмалла? 5 çул каялла çул тăватпăр тесе 4 машина хăйăр тăкрĕç те — пулчĕ çул тăвасси. Çуркуннепе кĕркунне çумăр çусан яла кĕме çук. Ял çумĕпе асфальт сарнă çул иртет, машинăсене унта лартса хăваратпăр. Пĕр çулхине тăватă кустăрмине те хывса кайрĕç.

Pages