Уйрăлсан та ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламалла

29 Çу, 2025

Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун умĕн Раççей суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçипе Сергей Резникпа çул çитмен ачасемшĕн алимент шыраса илесси, уйрăлнă упăшкипе арăмĕн ывăлĕ-хĕрĕпе хутшăнмалли йĕрке тавра калаçрăмăр.

— Сергей Павлович, çул çитмен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕнчен алимент шыраса илессипе çыхăннă ĕçсем республикăра мĕнле шайра пурнăçланаççĕ?

— Кăçалхи 4 уйăхра суд приставĕсен управленийĕнче ку тĕлĕшпе 7300 ĕç пулнă. Пурĕ 1900 ĕç йышăннă, вĕсенчен 600-ĕшне пĕрремĕш хут пуçарнă. 180-шне вара парăмçăсем ĕçрен кайнăран е алимент тӳлеме пăрахнăран çĕнĕрен йĕркелесе янă. Кунсăр пуçне патшалăх вĕрентӳ учрежденийĕсенче пĕлӳ илекен ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă тата тăлăх, ятарлă коррекци заведенийĕсенче ăс пухакан сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак, опекăпа попечительлĕх органĕсенче шутра тăракан ачасем валли алимент шыраса илмешкĕн 67 ĕç пуçарнă. Ашшĕ-амăшĕн ачисемпе хутшăнмалли йĕркене йышăнассипе çыхăннă документ — 38. Суд çирĕплетĕвне пурнăçланă май паянхи куна приставсем асăннă категорие кĕрекен 14 ĕçе вĕçленĕ.

— Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене епле хаклатăр?

— 2025 çул пуçланнăранпа приставсем ачасемшĕн шыраса илнĕ тӳлев 225 миллион тенкĕрен иртрĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 179 миллион тенкĕ/. Кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 6017 ĕç юлнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан — 102 ĕç сахалрах. — РФ саккунĕсем тăрăх, алимент тӳлеменшĕн мĕнле явап тыттарма пултараççĕ?

— Административлă е уголовлă ĕç пуçараççĕ. Административлă кодекс тăрăх, суд приставĕсем ĕç пуçарнă хыççăн 2 уйăх е ытларах иртрĕ, парăмçă вара хăйĕн тивĕçне пурнăçламарĕ тĕк ăна саккун умĕнче явап тыттарĕç. РФ КоАПĕн 5.35.1 статйипе килĕшӳллĕн, çакăншăн общество ĕçне явăçтарма е штрафлама, е пурлăха арестлеме пултараççĕ. Административлă майпа явап тытнă хыççăн та парăмçă алимент тӳлемерĕ тĕк, ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма ирĕк пур. Кун пек чухне пĕр саманта шута илмелле: административлă майпа айăпланни хыççăн çулталăк иртсен çеç уголовлă ĕç пуçарма юрать. Кунсăр пуçне регионта суд приставĕсем куçакан тата куçман пурлăха регистрацилеме, харпăр автомобилĕпе усă курма, чикĕ леш енне каймашкăн чарма, парăма саплаштармашкăн айăпланаканăн банкри счечĕ çинчи укçине арестлеме пултараççĕ тата ытти те. Республикăра транспорт хатĕрĕпе усă курма юраманни пирки калакан чару уйрăмах тухăçлă ĕçлет, çавна май парăмçăсенчен 1,8 миллион ытла тенкĕ шыраса илнĕ.

— Парăмçăсене явап тыттарас ĕç мĕнлерех йĕркеленет?

— Ачисемшĕн алимент тӳлеменшĕн административлă майпа 403 çынна явап тыттарнă, 254 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Палăртам: судпа айăпланма пултарасси алиментçăсене парăма татма хистет. РФ УК 157-мĕш статйипе килĕшӳллĕн алимент тӳлеменнисене 1 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Ку çирĕп мерăна административлă майпа явап тытнă хыççăн та парăма татман ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе йышăнаççĕ. Унашкаллисен парăмĕсем питĕ пысăк. Вĕсене приговор вуланă хыççăн суд залĕнченех тĕрмене илсе каяççĕ.

— Унчченхи упăшкипе арăмĕ пĕрпĕрне ачипе тĕл пулма чăрмантарнишĕн мĕнле явап тытĕç?

— Суд йышăнăвне пурнăçламан ашшĕне е амăшне пристав административлă майпа явап тыттарать. Кунсăр пуçне 2 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран штраф тӳлеттерме пултарать. Тепĕр хут саккуна пăссан вара 4 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран тӳлеттереççĕ. Ку кăна мар. Йĕркене пăсакана 5 талăклăха ирĕкрен хăтараççĕ. Ашшĕн те, амăшĕн те прависем пĕр пек, иккĕшĕ те ачан саккунлă опекунĕсем шутланаççĕ. Çак факт правасене кăна мар, тивĕçсене те шута илме хистет. Арăмĕпе упăшки уйрăлни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахмаллине пĕлтермест.

— Уйрăлнă мăшăр тĕлĕшĕпе палăртнă ачапа хутшăнмалли-курнăçмалли йĕркере уйрăм самантсем пур-и? 

— Чи пĕлтерĕшли — ачапа хăш вăхăтра тата ăçта хутшăнни. Ку ыйтусене суд татса парать е ашшĕпе амăшĕ хăйсен хушшинче калаçса татăлать /хирĕçӳсĕр уйрăлнă пулсан/.

— Алимент тӳлеменнисен ятарлă реестрне хатĕрлесси пирки те илтнĕччĕ…

— Парăмçăсен ятарлă реестрне йĕркелес саккун кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Электрон реестра суд приставĕсен федераци служби тытса пырĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕн, ăна ведомствăн интернет-сайтĕнче вырнаçтарĕç. Административлă тата уголовлă майпа явап тытнă, суд приставĕсем шыракан алиментçăсене списока 5 кунра кĕртĕç. Реестрта 18 çултан аслăрах сусăр ачисене тата ĕçлеме пултарайман ашшĕ-амăшне алимент тӳлеменнисем те пулĕç. Парăма татсан çеç гражданина реестран кăларĕç. Çакнашкал ятарлă информаци çăлкуçĕ çынна чысне ярасран, ĕçре тата социаллă пурнăçра ят-сум каясран тата ытти ырă мар пулăмсенчен пăрăнма, çавна май парăма кĕресрен упранма хистĕ.

— Калаçăва вĕçленĕ май вулакансене мĕн сунатăр?

— Çитĕннисем çамрăк ăрушăн явап тытаççĕ. Вĕсене аталанмашкăн хăтлă тата лайăх условисем йĕркелесси — пирĕн тивĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.