Саккун
Çÿллĕ хÿме нуши...
Росреестрăн Чăваш Енри управленине кÿршĕн карти чăрмантарни пирки пăшăрханса çыракан сахал мар.
Çивĕч ыйтăва татса пама патшалăх çĕр инспекторĕсем вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслевре саккуна пăснă тĕслĕх, чикĕрен тухса кайни палăрсан йĕркесĕрлĕхе пĕтерме предписани çырса параççĕ. Анчах инспекторăн айăплă çынна хÿмене куçарттарма полномочи çук.
Шанма шан та…
Лаптăкĕ мар, хуçи япăх
Çум курăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ пысăк лаптăксене курмăш туса иртме пулать-ши? Хуçасăр çĕрсем Канаш районĕнче те самай иккен.
«Харпăрлăха куçарттарнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе хуçисем тĕллевлĕ усă курманшăн явап тыттарма ыйтса материалсен копине ярса паратпăр», — пĕлтерчĕç Канаш районĕн администрацийĕнчен. Территорири пулăхлă лаптăксем çум курăк ăшне путни, юхăнни вырăнти ертÿçĕсене те пăшăрхантарать. Ара, йĕркелĕхшĕн чи малтан вĕсем яваплă-çке.
Айăпли кам-ши?
Ял-хулара уйрăм çуртсенче пурăнакансем час-часах хăйсен çĕр чиккинчен тухса хуралтăсем çĕклеççĕ. Çапла майпа хушма хуçалăхне анлăлатасшăн-ши? Ирĕклĕ лаптăкпа никамран ыйтмасăр хуçаланни саккуна пăсни шутланать. Çитменнине, вĕсен çĕр докуменчĕ те çук. Апла пулсан кун пек хуралтăсене пăсма тивет.