Комментари хушас

15 Çурла, 2018

Лаптăкĕ мар, хуçи япăх

Çум курăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ пысăк лаптăксене курмăш туса иртме пулать-ши? Хуçасăр çĕрсем Канаш районĕнче те самай иккен.
«Харпăрлăха куçарттарнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе хуçисем тĕллевлĕ усă курманшăн явап тыттарма ыйтса материалсен копине ярса паратпăр», — пĕлтерчĕç Канаш районĕн администрацийĕнчен. Территорири пулăхлă лаптăксем çум курăк ăшне путни, юхăнни вырăнти ертÿçĕсене те пăшăрхантарать. Ара, йĕркелĕхшĕн чи малтан вĕсем яваплă-çке.
Сăмах май, Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнчен йĕрке тума пулăшу ыйтса ытти районтан та çырусем час-часах килеççĕ. Патшалăх çĕр надзорĕн специалисчĕсем кашни çырăва пăхса тухса хурав параççĕ. Çавна май лару-тăрăва вырăна çитсе тишкереççĕ, тĕрĕслеççĕ.
Канаш районĕн администрацийĕ çăхавра палăртнă лаптăксем Янкăлч тата Çĕнĕ Чăлкасси ял тăрăхĕсен пулни çиеле тухнă. Анчах çырура темшĕн вĕсене уйрăм çынсенни пек кăтартнă. Ĕçе тĕпченĕ май çакă та палăрнă: унччен çав лаптăксем уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче шутланнă. Вы-рăнти муниципалитет тĕрĕсленĕ хыççăн темиçе çын çĕрĕсене ял тăрăхĕн администрацине куçарма ыйтса çырнă-мĕн.
Çичĕ çын тĕлĕшпе вара РФ КоАПăн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă ĕç пуçарма тивнĕ. Асăннă тăрăхра пурăнакан пĕр çыннăн харпăрлăхĕнче 40,9 гектар çĕр. Анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче çум курăк кашласа ларать. Унта пахча çимĕç, тыр-пул туса илме шутламасть пулас хуçи. Саккунпа килĕшÿллĕн вара куçман пурлăхăн хуçисен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче агротехника ĕçĕсене — сухалани, çум курăкран, сăтăрçăсенчен им-çам сапни, фитосанитари, ытти мероприяти — ирттересси тĕп вырăнта пулмалла. Пулăхлă лаптăкра çум курăкпа йывăç-тĕм мар, пĕр-пĕр культура çитĕнмелле.
Тепĕр çĕр хуçи те 19 гектар çĕрĕн пулăхне ÿстересси, çут çанталăка сиен кÿресрен хÿтĕлесси çине алă сулнă. Ыттисен лаптăкĕсем пĕчĕкрех паллах, çапах юхăннăскерсене пусă çаврăнăшне кĕртме самай вăй хумалла, укçа-тенкĕ хывмалла. Çакна тума тиветех. Мĕншĕн тесен тĕрĕслев органĕсем пулăхлă çĕре хуçисем пусă çаврăнăшне кĕртнине сăнасах тăрĕç. Штраф хисепĕ те пĕчĕк мар.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.