Вĕсем маншăн - ырă тĕслĕх

22 Нарăс, 2014
Герман Терентьевичпа Мария Васильевна Прокопьевсем ывăлĕпе Леньăпа тата Петр Васильевич Васильев /1950 çул/.

Çак сăн ÿкерчĕк аттен архивĕнче упранать. Ăна 1950 çулта ÿкернĕ. Унта манăн йăхăн аслăрах ÿсĕмри тăвансем сăнарланнă. Сулахайри, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, манăн мăн асатте - Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнче 1922 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă Герман Терентьевич Прокопьев.1920-мĕш çулсен варринче вĕсен çемйи Пушкăрт Республикинчи Пишпÿлек районĕнчи Соловьевка поселокне пурăнма куçнă. Герман Терентьевич вăрçăччен унти «Новый путь» колхозра тăрăшнă. 1942 çулхи кăрлач пуçламăшĕнче ăна çара илнĕ. Ака уйăхĕнчен Кăнтăр, Сталинград, Кăнтăр-хĕвел тухăç, 2-мĕш Беларуç, 2-мĕш Прибалтика, 1-мĕш Беларуç фрончĕсенче тăшманпа паттăррăн çапăçнă. 1-мĕш Беларуç фрончĕн гварди стрелоксен 52-мĕш артиллери полкĕн оруди наводчикĕ Г.Прокопьев сержант 1945 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Берлин урамĕнчи çапăçура нимĕçсен пехота ротин атакине сирме пулăшнă. Çакăншăн ăна II степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Унччен, 1944 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, вăл III степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. 1968 çулта унăн кăкăрĕ çинче I степень Мухтав орденĕ ялкăшма тытăннă.

Вăрçă хыççăн Герман Терентьевич Пишпÿлек районне таврăннă, çемье çавăрнă, ача-пăча ÿстернĕ. 1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Хыçалти ретри, сержант пакунĕсемлĕ çар çынни, мăн асаттен мăшăрĕн /сылтăмри/ шăллĕ Петр Васильев. Вăл та Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнче 1925 çулта çуралнă. 1-мĕш Инçет хĕвел тухăç фрончĕн стрелоксен 95-мĕш уйрăм бригадинче яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Авиацин кĕçĕн специалисчĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1950 çултанпа Шупашкарти аэроклубра ĕçленĕ, парашютистсем хатĕрленĕ. Каярахпа Шупашкарти агрегат заводĕнче, слесарьте тăрăшнă.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн вĕсем çинчен ахальтен сăмах пуçармарăм. Вĕсем - маншăн ырă тĕслĕх.


Илья ВАСИЛЬЕВ,

Шупашкар 55-мĕш

вăтам шкулĕн вĕренекенĕ

Комментари

Сывӑ-и, Эпӗ Прокопьевӑн Герман Терентьевичӑн мӑнукӗн ачи . Асаттесене шыратӑп. Ҫыхӑр манпа, тархасшӑн. Германпа унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн те пулин пӗлес килет. tepervakov@gmail.com https://vk.com/molodoy4eloveck

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.