Вĕрентÿ

9 Кăрлач, 2024

Галина Зотовăн хайлавĕсем çĕнĕ кĕнекере пичетленнĕ

Хĕрлĕ Чутай округĕнче пурăнакан Галина Зотова çак кунсенче бандероль илнĕ. Унта 7 кĕнеке, Хисеп хучĕ тата хайлавне пичетлени çинчен свидетельство чикнĕ.

17 Çурла, 2023

Грант панă

Чăваш Енри 20 вĕрентÿ учрежденийĕ республика Пуçлăхĕн грантне илнĕ.

Çак йыша çĕнĕ йышши программăсемпе усă куракансене тата ĕçре çитĕнÿ тунисене кĕртнĕ. Вĕсене 500-шер пин тенкĕпе хавхалантараççĕ. Пулăшу çак мелĕ 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнине аса илтерес килет. Конкурса республикăри 58 организаци хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал республика Пуçлăхĕн грантне 7 ача садне, 11 шкула, професси паракан 2 вĕрентÿ учрежденине пама йышăннă.

10 Çурла, 2023

Вĕрентекенсене хавхалантараççĕ

Чăваш Енри 19 педагог республика Пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ.

Вĕсен вĕренекенĕсем тăван чĕлхепе тĕрлĕ шайри олимпиадăра малтисен йышне кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 2023 çулта республикăри 29 ача чăваш чĕлхипе литературипе, тутар чĕлхипе литературипе, мордва чĕлхипе литературипе йĕркеленĕ тупăшура пысăк кăтартусемпе палăрнă, 10-шĕ çĕнтернĕ, 19-шĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсен педагогĕсене 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран укçа пама йышăннă.

17 Утă, 2023

Кăçал Чăваш Енре 4,9 пин ытла яшпа хĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă

Экзамен пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура паллаштарчĕ.

Пĕтĕмпе Тĕрĕслев йĕркеллĕ иртнĕ. Экзаменсене питĕ ăнăçлă тытнă çамрăксен йышĕ пысăк. Вăл е ку предметпа 100 балл пухнисен йышĕ 80 яхăнах — иртнĕ çулхинчен нумайрах. 5 çамрăк вара икшер предметпа 100-шер балл пухнă. Пĕлтĕр унашкаллисем республикăра иккĕн кăна пулнă.

6 Утă, 2023

Тăван тăрăхпа паллашаççĕ

Чăваш Енре шкул ачисем валли экскурсисем йĕркелеççĕ.

Кăçал 5-9-мĕш классенче пĕлÿ илекен 5 пин ача çул çÿреве тухĕ. Списока çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне 737 вĕренекене резерва кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çул çÿрев маршрутне суйлама пултарать. Экскурсисене авăн уйăхĕн вĕçĕчченех йĕркелеме палăртнă. Ку проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 5 туроператора çирĕплетнĕ. Туризм маршручĕсем тăван тăрăхăн истори тата культура еткерлĕхĕпе паллашма май параççĕ.

Pages