Паян Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен корпусĕн воспитанникĕсем тупа турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
— Паллах, тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренÿре, хăвăра халалланă ĕçре вăй парса тăрĕ, пулăшса пырĕ. Паянхи уявпа пурне те саламлатăп, малалла çирĕппĕн утма, тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме сунатăп, — терĕ вăл тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене.
Ставрополь крайĕнче иртекен конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем ăмăртаççĕ. Конкурсăн 17 лауреатне палăртнă та ĕнтĕ, çак йышра Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов та пур.
Куçăн майпа иртекен 1-мĕш турта Александр Марсович «Тăван чĕлхене шкулта анлăлатассин ăнăçлă мелĕсем» темăпа калаçса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çавăн пекех ачасемпе урок ирттернĕ.
«Пĕлӳ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв», - çапла палăртрĕç паян Шупашкарти 24-мĕш шкула пухăннисем. Уяв кăçал Раççей, Чăваш Ен тата Шупашкар хулин ялавĕсене çĕкленипе пуçланчĕ.