Вĕрентÿ

18 Ака, 2022

«Орленокра» канма – путевка

Раççей çут çанталăк надзорĕ чи хастар 50 ачана «Орленокра» канмалли путевкăпа тивĕçтерĕ.

Çак тĕллевпе республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Экологи — кашнин ĕçĕ» ача-пăча премийĕ иртет. Унта 6-17 çулсенчи ачасем хутшăнаяççĕ. Заявка пама www.экологияделокаждого.рф сайта кĕмелле. Пултарулăх ĕçĕсем валли 9 номинаци йĕркеленĕ.

18 Ака, 2022

Экзаменсен расписанийĕ паллă

Кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем валли патшалăх экзаменĕн расписанине улшăнусем кĕртнĕ.

Пысăк йышпа ирттермелли экзаменсем /вырăс чĕлхи, математика, обществознани/ валли 2-шер кун уйăрнă. Экзаменсене 1 е 2 кунта ирттерессине кашни регион хăй палăртĕ.

11 Ака, 2022

177 шкул çĕнелĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсене юсамалли комплекслă программăна пурнăçлас ыйтупа сăмах илчĕ. 50% ытла юхăннă мĕн пур шкул программăна кĕнĕ.

Pages