177 шкул çĕнелĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсене юсамалли комплекслă программăна пурнăçлас ыйтупа сăмах илчĕ. 50% ытла юхăннă мĕн пур шкул программăна кĕнĕ.
Пилĕк çулта республикăри 177 шкула юсаса çĕнетĕç. Шкул çурчĕсене юсанипе, картишĕсене хăтлăлатнипе пĕрлех сĕтел-пукана, учебниксене улăштарас, педагогсен пĕлĕвне ӳстерес ыйтусене те шута илме палăртнă. Министр пусăм тусах каларĕ: юсанă хыççăн çĕнелнĕ шулсем ялсен аталанăвĕн вырăнĕсем пулса тăмалла. Кăçал юсама палăртнă хăш-пĕр шкулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Тепĕр пайне строительсем çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче пырĕç. Паллах, юсав вĕренĕве чăрмантарать, çавăнпа строительсем ĕçленĕ вăхăтра ачасен çывăхра вырнаçнă ялсенчи шкулсене çӳреме тивĕ.
Олег Николаев асăннă программăна ытларах шкула кĕртес, çывăх вăхăтра юсамаллисен шутне ӳстермешкĕн федераци укçине ытларах илес енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Юсавшăн вырăнти влаç явапли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ: «Вăл е ку территорире пурнăçлакан ĕçсем — унта пурăнакансен ырлăхĕшĕн. Çавăнпа районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕçсене, вĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăмалла. Витĕм кӳрейместĕр пулсан пире пĕлтермелле — эпир те хутшăнăпăр».
Комментари хушас