ХАÇАТ-ЖУРНАЛ

 
 "ХЫПАР"
2018 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче чăваш пичечĕн патриархĕ 112 çул тултарчĕ. Паян «Хыпар» чăннипех те Чăваш Республикинчи хаçат-журнал хушшинче чи хисепли, Раççейри наци хаçачĕсен йышĕнче чи сумлисенчен пĕри. «Хыпар» пĕр ĕмĕр ытла культурăпа çут ĕç миссине пурнăçлать. Хаçат социаллă пурнăç, экономика ыйтăвĕсемпе çивĕч материалсем пичетлет, политика лару-тăрăвне тишкерет, кулленхи оперативлă хыпарсемпе паллаштарать, «хаçатри хаçатсем» - «Чăваш тĕнчи», «Культура», «Вырăнти влаç», «Вĕрентÿ», «Арçынпа хĕрарăм», «Патриот», «Хÿтлĕх», «Çамрăклăх», «Çемье», «Çын тата саккун»... - тухаççĕ.
«Хыпар» хаçат - чăвашла çулталăкне 250 хут тухакан тĕнчери пĕртен пĕр кăларăм. Хаçат историйĕ Чăваш Ен çул çыравĕпе уйрăлми çыхăннă, пысăк пĕлтерĕшлĕ, кăсăк пулăмсемпе пуян. 1918 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа хаçат «Канаш», «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ» ятсемпе пичетленнĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче каллех малтанхи ятпа - «Хыпар» - тухма пуçланă.
1996 çулта «Çамрăксен хаçачĕ» /Молодежная газета/ хаçата çĕнĕрен кăларма пуçларăмăр. Халĕ вăл 11707 экземпляр тиражпа тухать. «Чăваш хĕрарăмĕ» /Чувашская женщина/ хаçат (тиражĕ 7175 экземпляр) кăларса тăратпăр. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» /Дом, приусадебное хозяйство/ хаçатăн тиражĕ вара - 10125 экземпляр. 2005 çултан пуçласа Чăваш наци конгресĕпе пĕрле чăвашла тата вырăсла «Чăваш тĕнчи - Чувашский мир» хаçат кăларатпăр.
Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсене, чăваш чĕлхипе культурине анлă пропагандăланăшăн, халăха ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тата патриот воспитанийĕ панăшăн «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçата «Хисеп Палли» орденпа /1968 ç./, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе /1978 ç./, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе /2006 ç./ наградăланă.
«Хыпар» хаçат кашни çулах республикăри конкурссенче çĕнтерет, лауреат пулса тăрать.
--------------------------
"ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ"
Чăваш хĕрарăмĕ тахçанах кĕл ăшĕнче чакаланма пăрахса обществăра арçынпа пĕр тан праваллă пулса тăнă. Хăйне те «сăмах хушма» ирĕк панишĕн савăнса пурнăçăн пур сферинче те арçынпа тан вăй хума пуçланă. Чăваш Республикин Правительстви пекки тĕнчипе те урăх çук пулĕ! Президент чăваш хĕрарăмне ĕçченлĕхĕшĕн, яваплăхĕшăн, пиçĕ кăмăлĕпе ăс-тăнĕшĕн хисеплени куç кĕрет: ахальтен мар ĕнтĕ элтеперĕмĕр хĕрарăмсене министр портфелĕсене пĕр иккĕленмесĕр тыттарать. Обществăн çакăн пек хастар, çав вăхăтрах черчен пайĕ хăйĕн хаçачĕсĕр тăрса юлма пултарать-и вара?
Тĕрĕссипе, хĕрарăм ыйтăвĕсене çĕклекен, унăн интересĕсене хÿтĕлекен хаçат-журнал маларах та пулнă-ха. 1928 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал 2000 тиражпа тухса тăнă. Вăл ĕç хĕрарăмĕн пурнăçне çутатнисĕр пуçне çĕр-шыври, чикĕ леш енчи çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнă, паллă çыравçăсен хайлавĕсене пичетленĕ. Журнала тĕрлĕ çулта А.Григорьева, А.Токсина, Е.Ванеркке, Е.Орлова, А.Галкина, М.Чупраков, М.Юрьев, А.Митрофанова редакциленĕ. «Ĕç хĕрарăмĕ» ЧАССР Министрсен Канашĕн полиграфи управленийĕ пулăшнипе 1941 çулччен тухса тăнă.
1991 çулта «Пике» журнал /редакторĕ Р.Сарпи/ çак çулпах малалла утнă. Ĕç-хĕлне чиперех аталантарса янăскер, шел, укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса парайманнине пула 1997 çулта юлашки номерне кăларнă.
Телее, чăваш хĕрарăмĕ хальхинче çапах та хăйĕн кăларăмĕсĕр тăрса юлман: 1997 çулта кăрлачăн 30-мĕшĕнче «Хыпар» çемйинче иккĕмĕш «ача» çуралнă. «Чăваш хĕрарăмĕ» ят панă ăна. «Хыпар» варĕнче тĕвĕленнĕскершĕн Г.Антоновăпа В.Смирнова яваплă пулнă. Тăватă страницăпа тухса тăнă кăларăм кĕçех аталанса вăй илнĕ, хăй тĕллĕн кун çути курнă. 1998 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче вулакан патне уйрăм хаçатăн çитнĕ. Ĕнтĕ ăна вулакан патне çитерме тăваттăн - Г.Матвеева, В.Смирнова, М.Желтов, М.Ильина - тăрăшнă.
2000 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа «Чăваш хĕрарăмне» М.Ильина редакцилеме пуçланă.
Халĕ те редакци йышĕ пысăк мар: Маргарита Ильина редакторпа пĕрле Марина Тумаланова, Татьяна Наумова корреспондентсем тата Альбина Васильева корректор вăй хураççĕ. Журналистсем пултаруллă та хастар пулнине курах хаçат тусĕсен йышĕ те самай пысăк. Ку вара редакцие малалла татах та лайăхрах ĕçлеме, çивĕч ыйтусем хускатма хистет.
«Шур сухалăмăр» «Хыпар» çемйинче «Чăваш хĕрарăмĕн» шăпи хĕрарăмсем валли маларах тухса тăнă ытти кăларăмсеннинчен урăхларах пуласса шанас килет. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн. Çамрăк вăй - журналистсем - килсех тăнине пула содержанийĕ пуянлансах, географийĕ анлăлансах, тиражĕ ÿссех пытăр.
-------------------------------
“ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ”
“Çамрăксен хаçачĕ” “Хыпар” Издательство çурчĕн хÿттинче 1996 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче тухма пуçланă. Чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ малтан та пулнă-ха. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли уйрăм кăларăм пичетлеме “Канаш” /хальхи “Хыпар”/ хаçатра ĕçлекенсем 1919-1920 çулсенчех палăртнă, анчах вĕсен ĕмĕчĕ 1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче çеç пурнăçланнă - “Çамрăк хресчен” кăларăмăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Унччен “Канаш” хаçатра “Çамрăксен кĕтесси” рубрикăпа статьясем кăларса тăнă. “Çамрăк хресченĕн” пĕрремĕш редакторĕ Дмитрий Исаев /Аврель/ пулнă, ун хыççăн çак тивĕçе Николай Шелепи, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Виктор Рзай пурнăçланă. Кăларăмăн малтанхи номерĕсем 1500 экземплярпа саланнă.
“Çамрăк хресчен” ятпа тухса тăма пуçланă хаçатăн ячĕ темиçе те улшăннă. 1930-1937 çулсенче - “Çамрăк колхозник”, унтан - “Çамрăк большевик”.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан хаçат тухма чарăннă. 1952 çулта çеç “Çамрăк коммунист” ятпа çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ: чăвашла тата вырăсла. 1966 çулта кăларăмăн чăвашла вариантне кăларма пăрахнă. Çакна “Пионер сасси” тухма пуçланипе çыхăнтарнă.
1996 çулччен чăваш çамрăкĕсен хăйсен хаçачĕ пулман. Малтанах “Çамрăксен хаçачĕ”, “Çамрăк хресчен” пекех, “Хыпар” ăшĕнче çулталăк тухса тăнă, 1997 çултан уйрăммăн çырăнтарма тытăннă.
Паян “Çамрăксен хаçачĕ” 16 страницăпа эрнере пĕрре тухса тăрать, обществăпа политика кăларăмĕ çĕр-çĕр ыйтăва хускатать, çапах чи пĕлтерĕшли - çамрăксен пурнăçĕ, аталанăвĕпе канăвĕ, спорт, культура тата вĕрентÿ. Унсăр пуçне кăмăл-сипетпе çыхăннă материалсем те куллен пичетленеççĕ. Хаçат тематики рубрикăсенчен те яр уççăн курăнать: “Çивĕч ыйту”, “Вĕсем те çамрăк пулнă ”, "Çемье пăтăрмахĕ", “Специалистпа канашлатпăр”, “Йĕрке хуралĕ пĕлтерет”, “Сирĕн яла пырса кĕрсен”...
“Юратупа наркăмăш” кăларăма аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксем хапăл тăваççĕ. Унта вулакансен çырăвĕсем, арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсемпе çыхăннă кăсăклă фактсем, ыйтăмсем пичетленеççĕ, специалистсен хуравĕсем, “паллашу кĕтесĕ” пур.
“Сирĕн валли” страница кил хуçи арăмĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, унта алă ĕçĕсем тума вĕрентеççĕ, тухтăр сĕнĕвĕсем тата шута илмелли ытти канаш пичетлеççĕ.
-------------------------------------------
"КИЛ-ÇУРТ, ХУШМА ХУÇАЛĂХ"
Кашни номерте вулаканшăн усăллă та интереслĕ материалсем, вĕсемпе усă курса килти хуçалăха, сад-пахчана тата та тупăшлăрах, ăнăçлăрах тумашкăн май паракан çĕнĕлĕхсем пичетлемелле - çакăн пек тĕллевпе ĕçлет «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хăйĕн пĕрремĕш номерĕнчен тытăнсах.
Вун пĕр çул ытла тухса тăнă тапхăрта хаçатăн пĕтĕмĕшле тиражĕ 14 миллионран та иртнĕ. Апла тăк хаçат - паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерет, вулакан унта хăйне валли пурнăçра мĕн кирлине пурне те тупать. Сана та, хисеплĕ тăванăмăр, вĕсен йышне тăма чĕнетпĕр.
Вун-вун тĕрлĕ рубрикăпа пичетленекен материалсенче эсир кил-çурт таврашĕнчи, хуçалăхри çĕр-çĕр ĕçе тумашкăн вĕренме май тупатăр. Хурт-хăмăр ĕрчетес текенсем хăйсене кирлĕ сĕнÿсемпе паллашма пултарĕç.
Туса илнĕ çимĕçсене тирпейлесе упрама, вĕсенчен тĕрлĕ апат çимĕç хатĕрлеме вĕренес текенсене валли те хаçат çителĕклĕ вырăн уйăрать. Ал ĕçне юратакансене те асрах тытать. Вун-вун ыйтупа килекен çырусене кашни кăларăмрах хуравлать.
Самана таппипе тан утакан «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хăйне евĕрлĕ халăх пуянлăхĕ - сĕнÿ-пĕлÿ çăл куçĕ - пулса тăчĕ. Туслашăр унпа, вулăр ăна - ÿкĕнмĕр.
--------------------------
"ВЕСТИ ЧУВАШИИ"
"Вести Чувашии" - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн эрнесерен тухакан хаçачĕ. 1991 çулхи кăрлачранпа Шупашкарта тухса тăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕсене, хушăвĕсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене, вĕсен çумĕнчи хушăмсене тата официаллă ытти документа, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикине пырса тивекен указĕсене пичетлет. Учредителĕ - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ - Правительстви.
 
 
 
 
 
 
 
---------------------------
"ХРЕСЧЕН САССИ"

«Хресчен сасси» хаçат çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче çуралнă. Унăн 1-мĕш номерĕ 1991 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çутă курнă. Кĕске вăхăтрах вăл вулакансен пысăк йышне хăй тавра пĕрлештерме пултарнă, вĕсен шанчăклă тусĕ пулса тăнă. Хаçат хресчен чысне упрас, ял культурине çĕклес, хамăрăн ырă йăла-йĕркене аталантарас, усăллă сĕнÿ-канашпа пулăшас тесе тăрăшать. Ăна тивĕçлипех çĕр ĕçченĕн хаçачĕ теме юрать.

Хаçат эрнере пĕр хут тухса тăрать. Вулакансем кăмăллакан ярăмсем: «Пурнăç таппи», «Аталану çулĕпе», «Ĕмĕр сакки», «Чуна уçса», «Ах, анчах...», «Мĕн калаçтарать.», «Хÿтлĕх», «Кăмăл турам – пĕр турам», «Çĕр пирки - çĕр ыйту» тата ытти те.

 

http://hypar.ru/ru/izdaniya/hreschen-sassi

 

---------------------------
"ТĂВАН АТĂЛ"
Нихăçан ан ватăл, вула «Тăван Атăл»!

«Тăван Атăл» журнал /вырăсла – «Родная Волга»/ 1931-мĕш çултанпа тухса тăрать. Малтанхи ячĕ – «Трактăр» /«Трактор»/. Литература, критика, политика альманахĕ шутланнă. 1936-мĕш çултанпа альманах ятне улăштарнă, вăл «Илемлĕ литература» /«Художественная литература»/ ятпа кун çути курма тытăннă. 1944-мĕш çултанпа - «Тăван Атăл» /«Родная Волга»/. 160 страницăпа тухса пынă.

Журнал страницисенче Чăваш енĕн паллă писателĕсен, публицисчĕсен хайлавĕсем, тĕрлĕ жанрлă ĕçĕсем пичетленнĕ. Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хĕветĕр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кăлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллă сăмах ăсти хăйсен литература ĕçĕсене чăн малтан «Тăван Атăл» журналта кун çути кăтартнă. Паян та журнал тавра çыравçăсен тата авторсен çирĕп шăнăрĕ пуçтарăннă-йĕркеленнĕ теме пулать. Журнал ертÿçисем, ăна кун çути кăтартакансем Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнĕсенчи писательсен союзĕсене, ытти пĕрлĕхĕсене, тĕрлĕ юхăмĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме тăрăшаççĕ, чăвашлăха аталантарас çулпа çирĕппĕн утаççĕ.

Чыслă-хисеплĕ авторсемпе пĕрлех журнал пултарулăх çулĕ çине тинтерех тăнă çамрăксемпе ĕçлеме, вĕсене çул уçса пама тăрăшать. Çавăнпа студентсем, шкул ачисем журнал редакцине кăмăлласах çÿреççĕ. Редаци алăкĕсем прозаиксем, поэтсем, критиксем, литературоведсем, публицистсемпе юрăçсем, художниксемпе артистсем... – пурин валли те яланах уçă.

Тĕрлĕ çулта журнал редакторĕ пулса Илле Тукташ, Аркадий Ĕçхĕл, Çемен Элкер, Ухай Яккăвĕ, Александр Кăлкан, Василий Алакер, Уйăп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Петĕр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Хĕветĕр Агивер, Арсений Тарасов, Василий Кервен ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра редактор пулса Лидия Филиппова /Михайлова/ тăрăшать.

Хисеплĕ вулаканăмăрсемпе хаклă ентешĕмĕрсем! Паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла та çаптаракан рынок саманинче, урамра санкцисемпе кризис хуçаланнă тапхăрта, темле пулсан та чун-чĕре апачĕ çинчен те мантарас килмест пирĕн сире. Эсир юратса вулакан «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕ вара сире малашне те чăваш çыравçисен, сăвăçисен, публицисчĕсемпе критикĕсен чи лайăх хайлавĕ-тĕпчевĕсемпе паллаштарĕ. Паянхи тата иртнĕ пурнăç çинчен каласа паракан чи çивĕч очерксемпе эссесем, чĕлхе, наци, общество, тĕн, культура, ÿнер, кăмăл-сипет, литература тишкерĕвĕсем, критикăлла статьясем, ытти жанрпа çырнă усăллă хайлавсем, архив докуменчĕсем те пулĕç малашне те журналăмăрта.

Çакă та пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республики тулашĕнче – Мурманскран Владивостока тата Калининградран Камчаткăна çити тымар ярса пурăнакан пирĕн аякри, анчах чуна çывăх ентеш-йăхташăмăрсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме палăртатпăр. Литература ани çине тăрас шухăш-кăмăллă çамрăксене те пулăшма, вĕсен пуçламăш утăмĕсене кăтартакан хайлавсене «Тăван Атăл» вулаканĕсем патне çитерме тăрăшăпăр.

Эппин, тусăмăрсем, ентешĕмĕрсем, малашне те пĕрлех пулар. Мĕн шухăша ярать сире, мĕн пăшăрхантарать, савăнтарать... - çырăр, сĕнĕр, тавлашăр… Редакцие кĕрсе çÿрĕр.

Журналăн каталогри индексĕ – 11529.

Журнала Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те çырăнса илме пулать.

Çырусене lrigel@rambler.ru адреспа яма е редакицие /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 301 пÿлĕм/ пырса пама пултаратăр.

Нихăçан ан ватăл - çырăн, вула «Тăван Атăл»!

http://hypar.ru/cv/izdaniya/tavan-atal

---------------------------
"САМАНТ"

«Самант» - çамрăклăхăн, хастарлăхăн, юратăвăн юрăçи. Этем чунĕпе ĕмĕрех çап-çамрăк пулнине те шута илет журнал. Несĕлĕсен йăли-йĕркине те тытса пырать: маларах «Хатĕр пул!», «Çилçунат» ятсемпе тухса тăнине те манмасть. Журналăн тĕп тĕллевĕ - чăваш тĕнчин ытарлăх-асамлăхне, тăван халăхăн чун ăшшине çамрăксене пехиллесси. Тĕнче 77 тĕслине, иртнĕ кун-çул, пурнан пурăнăç еплерех кăсăклине яланах асра тытать те ас тутарать «Самант»!

 
 
 
 
 
 
 
---------------------------
"ТАНТĂШ"

«Тантăш» — эрнесерен чăвашла тухса тăракан ачасемпе çамрăксен хаçачĕ. Пĕрремĕш номер 1931 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кун çути курнă. 1990 çулччен «Пионер сасси» ятпа пичетленнĕ. Вăрçă пуçлансан хаçат тухма чарăннă. Çĕнĕрен вăл 1966 çулхи май уйăхĕнче чĕрĕлнĕ. 1990 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Тантăш» ятпа тухать.

Паян «Тантăш» 12 старницăпа эрнере пĕрре тухать. Ача-пăчапа çамрăксен хаçачĕ çĕр-çĕр ыйтăва хускатать. Чи пĕлтерĕшли — шкулти вĕрентÿ, воспитани, ачасен аталанăвĕпе канăвĕ, спорт, культура. Жураналистикăпа, илемлĕ хайлав çырассипе кăсăкланакансемшĕн «Тантăш» — чăн-чăн пултарулăх лаççи. Паллă çыравçăсемпе журналистсем, ăсчахсемпе вĕрентекенсем хăйсен пултарулăх çулне шăпах «Тантăш» хаçатран пуçланă. Ачасен, студентсен, çавăн пекех чăваш çыравçисен, учительсен хайлавĕсене, заметкисене кашни номертех пичетлет. «Тантăш» шкулсемпе, ача сачĕсемпе çывăх çыхăну тытать. Кĕçĕн ăру мĕнпе кăсăкланнине хаçат пĕлсе тăрать, вĕсене юрăхлă статьясемпе тивĕçтерет. Хаçат тематики ятарлă страницăсенчен те аван курăнать: «Çыру çыртăм васкаса», «Камран тĕслĕх илмелле?», «Вулав тĕнчи», «Чиперук», «Апла иккен»… «Çунатлă çамрăклăх» старницна аслă классенче вĕренекен çамрăксем уйрăмах килĕштереççĕ. Унта вулакансен çырăвĕсем, кăмăл-сипетпе çыхăннă материалсем пичетленеççĕ, специалист хуравĕ пур.

«Туслăх унки» рубрика тĕрлĕ наци çыннисемпе пĕрле туслă хутшăнса пурăнма вĕрентет. Унта пирĕн республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх ачисем хăйсен наци уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

«Пинтен — пĕрре» рубрика чи-чи пултаруллă, ыттисенчен уйрăмах уйрăлса тăракан ачасемпе — вундеркиндсемпе — паллаштарать.

Пĕрремĕш редактор — И.М. Алтын-Баш. Çавăн пекех И.П. Кириллов, К.С. Сергеев, М.Н. Мареева, А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев, В.Л. Федоров, А.АИ Изман редактор пулнă. 2017 çулхи октябрь уйăхĕнчен — А.Н. Ларшникова.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ /1972 ç./. «Перссăн ылтăн фончĕ» паллăна тивĕçнĕ /2006-2009 çç/.

http://hypar.ru/cv/izdaniya/tantash

---------------------------
"ТЕТТЕ"

«Тетте» — шкул умĕнхи тата кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли уйăхра пĕр хутчен тухакан журнал. Вăл тĕрлĕ тĕспе А3 форматпа 20 страницăпа тухать. Журнал 1994 çулта август уйăхĕнче пĕрремĕш хутчен тухнă.

«Тетте» — воспитательсемпе кĕçĕн класс учителĕсен алă айĕнче выртмалли журнал. Унпа вĕренÿ занятине ирттерме меллĕ, мĕншĕн тесен кăларăм шăпах çак тĕллеве пурнăçлать. Журналта юмахсемпе сăвăсем, пуçа ĕçлеттермелли вăйăсем, сăрласа илемлетмелли ÿкерчĕксем, касса кăларса тĕрлĕ япала ăсталамалли хушусем пичетленеççĕ. Вĕрентÿ ыйтăвне те пурнăçлать, республикăри паллă вырăнсем, çынсем, чĕр чунсемпе ÿсен тăран çинчен каласа кăтартать. Чăваш культурине, чĕлхине аталантарас енĕпе те «Тетте» хăйĕн тÿпине хывать. Уйрăмах пĕчĕккисем «Ăнкаруллисем», «Пуканене тăхăнтарт», «Хаваслă кăранташ», «Вовочка шÿчĕсем», «Тетте вĕрентет» рубрикăсем килĕшеççĕ.

Тĕрлĕ çулта А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев, В.Л. Федоров, А.И. Изман редактор пулнă. 2017 çулхи октябрь уйăхĕнчен — А.Н. Ларшникова.

«Тĕрлĕ енлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери журналистсен конкурсĕнче «Чи лайăх наци кăларăмĕ» номинацире çĕнтернĕ. /2006 ç./.

http://hypar.ru/cv/izdaniya/zhurnal-tette