Вĕрентÿ

4 Утă, 2022

Информатикăна тарăннăн вĕрентĕç

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра магистратурăн çĕнĕ профилĕ уçăлĕ. Унта информатикăпа шутлав техникине тарăнрах вĕрентĕç.

Студентсем текстсене ахаль чĕлхепе хатĕрлĕç, даннăйсене ăс-хакăл енчен тишкерĕç, эксперт тытăмĕпе тата виртуаллă агентсемпе ĕçлĕç, кредит йышăнăвĕсем тунă чухне чăн мар ăс-хакăлпа усă курĕç, банк операцийĕсем ирттернĕ май финанс хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерĕç. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров палăртнă тăрăх, халĕ шухăшлама пĕлекен, пултаруллă специалистсем уйрăмах кирлĕ.

20 Çĕртме, 2022

Килтен тухмасăр

Колледжа вĕренме кĕрес текенсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ сĕнекен сервиспа усă курма пултараççĕ.

Ку меслет пулăшнипе килтен тухмасăр тӳрех темиçе колледжа тĕрлĕ специализаципе заявка пама пулать. Анчах куçăн майпа çеç вĕренме пулĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи ятарлă пай çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен ĕçлĕ. Заявкăна пăхса тухас тапхăр мĕнле пыни çинчен информаци килсех тăрĕ. Çавăн пекех абитуриента колледжа вĕренме кĕмелли экзамена хăçан тытмаллине те пĕлтерĕç.

6 Çĕртме, 2022

Android валли – приложени

Канашри шкул ачисем регионсен хушшинчи «IT Шкул вăйлисене суйлать» конкурсăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне хутшăннă.

Ăслăлăхпа кăсăкланаканскерсем мобильлĕ хатĕре автомобилĕн хурал тытăмĕпе çыхăнтармалли, электропередача линийĕсен диагностикине Bluetooth урлă ирттермелли мел шухăшласа тупнă. Унсăр пуçне вĕсем тăрăшнипе тулли мар çемьесенчи ачасене ыттисемпе хутшăнма «ZUN» приложенире пулăшма пулать иккен. Çавăн пекех тӳресем Канаш ачисем хатĕрленĕ «Warriors» вăййа та ырланă.

Pages