Пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнмалли тапхăр кĕçех пуçланĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров аса илтерчĕ.
Канаш хулинчи цифра вĕрентĕвĕн центрĕнче программировани енĕпе республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.
Шкул ачисем ятарлă программăпа усă курса мультфильмсемпе викторинăсем хатĕрленĕ. Ĕçсен тĕп теми паллă ентешсемпе çыхăннă. Конкурсантсен ĕçĕсене цифра министрĕ Кристина Майнина, перекет банкĕн Чăваш Енри управляющийĕ Анастасия Трутнева хакларĕç.
Елчĕкри шкулта вĕренекен Алик Агеев квадрокоптерсемпе интересленет. 11-мĕш класра ăс пухаканскерĕн çак чун туртăмĕ 2,5 çул каялла, шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ӳсĕм вырăнĕ» центр уçăлсан, пуçланнă.
Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопаркра «Проектсен ярмăркки-2022» фестиваль иртнĕ.
«Кванториума» çӳрекен 73 ача инженери, IT-технологи, виртуаллă тата хушма чăнлăх, био- тата нанотехнологисен тытăмĕнчи 40 ĕçпе паллаштарнă. Пĕтĕмпе вĕсем 4 лапама пайланса ĕçленĕ. Проектсене 50 экспертран тăракан жюри тĕрĕсленĕ. Вĕсем кашни ĕç усăллă, пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. 1-мĕш вырăна «Менделеев таблицине» панă. 2-мĕш вырăнта — «Фобисене /шикленĕве/ сиплесси», 3-мĕшĕнче «Микроешĕллĕх».
«1С: Предприяти» специалисчĕсене хатĕрлеме И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лаборатори ĕçлеме пуçлĕ.
Унта ИВТ, экономика, математика, физика тата информаци технологийĕсен студенчĕсем вĕренĕç. Палăртмалла: çак лабораторире хатĕрлекен продуктсем питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсемсĕр çĕршыври пĕр компани те ĕçлеймĕ.