16,8 пин ытла ача пĕрремĕш класа кайĕ
Пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнмалли тапхăр кĕçех пуçланĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров аса илтерчĕ.
Республикăри 408 шкултан 387-шĕ пуçласа парта хушшине ларакансем валли алăкĕсене уçĕ. Республикăра пĕрремĕш класа 16,8 пин ытла ача кайĕ. Заявленисене вĕрентӳ пулăшу ĕçĕсен, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕсем урлă, шкулсенче йышăнĕç. Ачасем хăйсем пурăнакан территорисенчи шкулсене йышăнма ыйтса çырнă заявленисене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнĕç, «Ют» территорири шкулсене каймашкăн — утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен. Чи малтан тивĕçтермелли категорисем пур — çар служащийĕсен, шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен ачисем шкула йышăнас тĕлĕшпе «çăмăллăхпа» усă курĕç. Пиччĕшĕ е аппăшĕ вăл е ку шкулта вĕренет тĕк — шăллĕне те çав шкула пĕр чăрмавсăр йышăнмалла.
Шупашкарти шкулсем кăçал пĕрремĕш класа 9 пине яхăн ачана йышăнĕç — пĕлтĕрхинчен 600 ача нумайрах. Денис Спирин сити-менеджер каланă тăрăх, «пĕрремĕшсем» пĕтĕмпе 280 класс пулĕç. Çавна май вĕрентĕве икĕ сменăпа йĕркелекен шкулсен шучĕ тата пысăкланĕ.