Вĕрентÿ

29 Чÿк, 2021

Право диктанчĕ çырăпăр

Раштав уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри право /юридици/ диктанчĕ 5-мĕш хут иртĕ.

Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслекенсем диктанта юрдиктант.рф сайтра тӳлевсĕрех хутшăнма пултараççĕ. Икĕ тĕрлĕ тестран пĕрне суйлама май пур. Пĕтĕмпе 40 ыйту, вĕсене 60 минутра хуравламалла. Право диктантне 14 çултан пуçласа хутшăнма юрать. Теста вĕçленĕ хыççăн кашниех çакна çирĕплетекен сертификат илĕ.

www.hypar.ru

29 Чÿк, 2021

Олимпиадăра çĕнтернĕ

«Раççей символĕсем. Тĕнче уçлăхĕнчи çитĕнӳсем» Пĕтĕм Раççей олимпиадине чăваш ачисем хастар хутшăннă.

10-16 çулсенчи 3 пин ытла ача тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă 10 ыйтăва хуравланă. Жюри ачасен ĕçĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Олимпиадăн Чăваш Енри çĕнтерӳçисем тесе Патăрьел районĕнчи Елена Смирновăна тата Шупашкарти Даниил Егорова йышăннă. Вĕсене раштавăн 31-мĕшĕччен чыслĕç. Ăс-хакăл ăмăртăвне хутшăннисем пурте сертификатлă пулĕç.

www.hypar.ru

15 Чÿк, 2021

Чăваш литературине вĕрентмелли çĕнĕ пособисем тухнă

Чăваш кĕнеке издательствинче тăван литературăна вĕрентмешкĕн çĕнĕ кĕнекесем тухнă.

1-мĕш класс ачисем валли кăларнă «Литература вулавĕ» кĕнекен авторĕсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. Пĕчĕккисем валли вĕсем тĕрлĕ йышши хăнăхтарусем хатĕрленĕ. Кашни хайлав хыçĕнче çĕнĕ сăмахсене тата сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарни пур. Кашни темăрах — мĕнле те пулин çĕнĕлĕх.

Pages