Комментари хушас

2 Раштав, 2021

Финала çитнĕ

Чăваш Енри икĕ студент раштавăн 1-3-мĕшĕсенче çамрăксен «Ертсе пыр!» менеджмент кубокĕн финалне хутшăнма тивĕçнĕ.

Атăлçи федераци округĕнче мала тухнисем — И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Мария Морковкина тата Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕн студентки Екатерина Исакова. Студентсен лидер паллисене хаклас ĕçе федерации шайĕнчи ĕç сĕнекен компанисен тата регионсенчи влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă. Çав шутра — «Раççей лидерĕсем» конкурса ăнăçу тунисем те.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: