Вĕрентÿ

17 Кăрлач, 2022

Информатика пĕлĕвне тĕрĕслерĕç

Республикăри 100-е яхăн вĕренекен Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче иртнĕ информатика олимпиадине хутшăннă.

Ăс-хакăл тĕрĕслевĕ кăрлачăн 15-17-мĕшĕсенче иртнĕ. Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем ăмăртнă. Унччен вĕсем район шайĕнче тивĕçлĕ балл пухса мала тухнă. Ыйтусене предметпа методика комиссийĕ хатĕрленĕ. Регион тапхăрĕнче РФ Çут ĕç министерстви çирĕплетнĕ чухлĕ балл пухнисем ака уйăхĕнче çĕршыв шайĕнчи олимпиадăна хутшăнĕç.

11 Кăрлач, 2022

Кашмашра çĕнĕ шкул уçăлчĕ

«Çĕнĕ шкул уçăлнăшăн калама çук савăнтăмăр. Пĕр вăхăтра пирĕн ялти кивĕ пĕлӳ çуртне хупасси пирки сас-хура сарăлнăччĕ. Çак инкек пулман тăк паянхи савăнăç та пулмастчĕ. Эпĕ Кашмаш шкулĕнче 36 çул ĕçлетĕп. Тĕрĕссипе, пенсие тухнă хыççăн ĕçлеме пăрахнăччĕ. Кăçал çĕнĕрен чĕнсе илчĕç. Хам вĕрентнĕ хĕр кĕçех диплом илмелле. Халĕ вăл пирĕн патра практикăра. Ун валли вырăн тытса тăратăп», - каласа кăтартрĕ Муркаш районĕнчи Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Эльвира Васильева.

20 Раштав, 2021

Worldskills Russia стандарчĕпе

Шупашкарти медицина колледжĕн мастерскойĕнче Worldskills Russia стандарчĕпе пĕрремĕш экзамен иртнĕ.

Демоэкзаменра «Лаборатори техникĕ» специальноçпе пĕлӳ илекен 3-мĕш курс студенчĕсем ăсталăх кăтартнă. Пулас лаборантсен пĕлĕвне хаклас ĕçе лаборант-фельдшерсем, медицина тата лаборатори техникĕсем хутшăннă.

16 Раштав, 2021

«Пысăк тăхтав» финалисчĕсене чысларĕç

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене Тав хучĕпе чысларĕ.

Pages