Вĕрентÿ

21 Нарăс, 2022

Тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланĕç

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем /ВПР/ иртĕç.

4-мĕш класра вĕренекенсен — виçĕ, 5-мĕшсен тăватă предметпа çырмалла пулĕ. 6-8-мĕш классенче 2 предметпа /вырăс чĕлхипе математика/ пурин те тĕрĕслеве хутшăнмалла, тепĕр икĕ предмета вара — суйламалла. 10-11-мĕш классем тĕрĕслев ĕçне пуш уйăхĕн 1-25-мĕшĕсенче ирттерĕç — хăш кунне кашни шкул хăй палăртать.

21 Нарăс, 2022

Ашшĕ-амăшĕн тата кăштах тÿсмелле

5-8-мĕш классенче вĕренекен ачасемшĕн дистанци мелĕпе вĕренесси тата тепĕр эрне тăсăлать. Çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тепĕр хут çирĕплетрĕ.

14 Нарăс, 2022

Стикер ÿкереççĕ

Хăйне евĕрлĕ стикерсен конкурсне «Сферум» платформăпа VK компани 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли ирттереççĕ.

Нарăсăн 7-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 14-мĕшĕччен ачасен хăйне евĕрлĕ стикер ӳкерсе «Контактра», Instagram е TikTok социаллă сетьсенче хăйсен уçă страницисене вырнаçтармалла, #мойсферум хештэг палăртмалла. Çĕнтерӳçĕсене ака уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне суйлĕç, чи лайăх ĕçсен авторĕсене парнесемпе чыслĕç. çĕнтерӳçĕсен стикерĕсене вĕрентӳ платформин чатне кĕртĕç.

14 Нарăс, 2022

Справкăсăр çитермеççĕ

Ачасен шкулти апатланăвĕн ыйтăвĕпе тунтикунхи канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Республикăри 410 вĕрентӳ организацийĕнчен кашнинчех ачасене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Нумайăшĕнче çак ĕçе аутсорсинга панă, ыттисенче апата шкулсем хăйсен вăйĕпе хатĕрлеççĕ.

Pages