Комментари хушас

13 Пуш, 2022

Волонтерсем вӗренӳре пулнӑ

Ӗнер Етӗрнери волонтерсем районти культура ҫуртӗнче ирттернӗ ятарлӑ вӗренӗве хутшӑннӑ. Унта ятарлӑ спикерсем те килсе ҫитнӗ.

Мероприятие уҫма Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов, ҫавӑн пекех спорт, культура тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Алиса Иванова, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Егоров хутшӑннӑ.

Каярах волонтерсем икӗ лапама пайланнӑ, тӗрлӗ темӑпа лекци итленӗ. Ачасем волонтер пӗлӗвне тарӑнлатнӑ, социаллӑ проектсене пурнӑҫламаллин тӗп йӗркисене пӗлнӗ тата ытти те.
Мероприяти вӗҫленсе пынӑ май ЧР Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ятарлӑ стипендине илме тивӗҫнӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене чысланӑ.

www.hypar.ru Фото yadrin.cap.ru
 

Рубрика: