Тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланĕç
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем /ВПР/ иртĕç.
4-мĕш класра вĕренекенсен — виçĕ, 5-мĕшсен тăватă предметпа çырмалла пулĕ. 6-8-мĕш классенче 2 предметпа /вырăс чĕлхипе математика/ пурин те тĕрĕслеве хутшăнмалла, тепĕр икĕ предмета вара — суйламалла. 10-11-мĕш классем тĕрĕслев ĕçне пуш уйăхĕн 1-25-мĕшĕсенче ирттерĕç — хăш кунне кашни шкул хăй палăртать.
Кăçал республикăра 394 вĕренекен ВПР çырĕ. Хальхинче ĕçсене компьютерпа та пурнăçлама пулĕ. Сăмахран, Чăваш Енри 62 шкулта 1 е 2 предметпа тĕрĕслев ĕçне электрон майпа çырасшăн.
Комментари хушас