Комментари хушас

1 Ака, 2022

Цветковсем 53-мӗш шкула лекесшӗн

Çавăнпа заявление саккăртах ăсатрӗç

Вăхăт малаллах чупать. Тин кăна Пĕлӳ кунне уявланăччĕ. Ака уйăхĕ çитсе те тăчĕ. Ака уйăхĕнчен 1-мĕшĕнчен кăçал 1-мĕш класа каякан ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма тытăнчĕç.

Шупашкарта пурăнакан Татьяна Цветковăн хĕрĕн Кристинăн кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине лармалла. Пурнăçри яваплă çак тапхăра хĕрсех хатĕрленеççĕ вĕсем. Паян вĕсен патĕнче хăнара пултăм. Цветковсем пулас шкул ачи валли сĕтелпе пукан туяннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Кристина хăйсен çурчĕпе юнашар вырнаçнă «Ступеньки» аталану центрне çӳрет. «Хăйне евĕр хатĕрленӳ курсĕ вăл. Ушкăнра — вунă ача. Шăпăрлансене вулама, çырма тата шутлама хăнăхтараççĕ», - каласа пачĕ Татьяна Алексеевна. Телейлĕ амăшĕ хальлĕхе килте, иккĕри Ромăпа ларать. Цветковсем 53-мĕш шкула суйланă. Вĕсем пурăнакан микрорайонтисен шăпах асăннă вĕрентӳ заведенине çӳремелле. «Эпир пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчех, патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕртме пуçланине пĕлтерсе садикрен смс килсенех черновик çинче 1-мĕш класа йышăнма ыйтса заявлени хатĕрлерĕмĕр. Упраса хăвартăмăр. Паян вара ăна ярса кăна парăпăр. Паян заявлени çырса вăхăта ирттермĕпĕр. Ку ыйтура вăхăт тени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Заявление мĕн чухлĕ хăвăртрах яратăн, 53-мĕш шкула лекес шанăç çавăн чухлĕ ытларах. Пирĕн пĕлӳ çуртне питĕ нумай ача лекесшĕн. 53-мĕш шкул çумне нумай çурта çирĕплетнĕ», - ăнлантарчĕ Татьяна Алексеевна. Акă сакăр сехет çитрĕ. Компьютера паçăрах уçса хунă, ĕнер çырнă заявлени те вырăнтах. Татьяна Цветкова «отправить заявление» кнопкăна пусрĕ. Пулчĕ те! Халĕ вĕсене йышăннине кĕтмелли кăна юлчĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: