Комментари хушас

24 Пуш, 2022

Шкул ачисем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ

Канаш хулинчи цифра вĕрентĕвĕн центрĕнче программировани енĕпе республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Шкул ачисем ятарлă программăпа усă курса мультфильмсемпе викторинăсем хатĕрленĕ. Ĕçсен тĕп теми паллă ентешсемпе çыхăннă. Конкурсантсен ĕçĕсене цифра министрĕ Кристина Майнина, перекет банкĕн Чăваш Енри управляющийĕ Анастасия Трутнева хакларĕç.

Кристина Майнина палăртнă тăрăх, 8-12 çулсенчи ачасем çĕнĕ технологисене алла илнĕ, ятарлă программăсемпе ĕçлеме пĕлеççĕ, çав вăхăтрах республикăри паллă çынсемпе, наци культурипе паллашаççĕ. Акă Улатăрти Никита Сабанов Иван Яковлев çинчен мультфильм хатĕрленĕ. 4-мĕш класс ачи Кванториумра пултарулăхне аталантарать.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: