Комментари хушас

11 Ака, 2022

Диктант çырар-и?

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 14 сехетре республикăра пурăнакансем «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» диктант çырĕç.

Ку ĕçе онлайн мелпе йĕркелеме палăртнă. «Эткер» центр сайтĕнче «Паллă çынсен çулталăкĕ» баннерта диктанта хутшăнма каçă вырнаçтарнă. Муниципалитетсем вара Республика диктанчĕн йĕркелӳ комитечĕпе килĕшсе диктанта офлайн мелĕпе те çыртарма пултарĕç. Сăмахран, çак мероприятие вĕренӳ организацийĕнче, библиотекăра, культура çуртĕнче йĕркелеме пулать. Унта хутшăнакансен паллă ентешĕмĕрсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 30 ыйтăва 45 минутра хуравламалла. Пурне те сертификат парĕç, çĕнтерӳçĕсене — дипломсем.

www.hypar.ru

Рубрика: