Комментари хушас

18 Ака, 2022

«Орленокра» канма – путевка

Раççей çут çанталăк надзорĕ чи хастар 50 ачана «Орленокра» канмалли путевкăпа тивĕçтерĕ.

Çак тĕллевпе республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Экологи — кашнин ĕçĕ» ача-пăча премийĕ иртет. Унта 6-17 çулсенчи ачасем хутшăнаяççĕ. Заявка пама www.экологияделокаждого.рф сайта кĕмелле. Пултарулăх ĕçĕсем валли 9 номинаци йĕркеленĕ.

Ятарлă экологи смени çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕччен пулмалла. Тӳлевсĕр путевкăна тивĕçес текенсем планета тасарах пултăр тесе мĕн тумалли тата хăйсене мĕн пăшăрхантарнине çырса заявкăсене ăсатма тытăннă та ĕнтĕ. Ĕçсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнĕç.

www.hypar.ru Лендюц.екатеринбург.рф сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: