Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян Трак енре ӗҫлӗ визитпа пулчӗ
Чи малтанах вӑл Трак вӑтам шкулӗнчи этнографи музейӗпе, "Ӳсӗм вырӑнӗ" центрпа паллашрӗ. Трак шкулӗнче вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ. Олег Алексеевич хастарсемпе тӗл пулса калаҫрӗ.
Олег Николаев Трак вӑтам шкулӗнче ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Красноармейски округӗнчи шкулсене райпо тытӑмӗнчи предприятисем апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ку ӗҫ-хӗл сӑнав шайӗнче пурнӑҫланать. Олег Николаев шкул столовӑйӗнче пулса курчӗ, пилӗк кунлӑх менюпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ апатпа паллашрӗ. "Шӑрши техӗмлӗ, илемлӗ курӑнать. Тутлӑ пулмалла", – терӗ вӑл.
Канашлӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗрентӳ министрӗн заместителӗ Алексей Лукшин, шкулсене продукципе тивӗҫтерекен ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Луговская, ыттисем хутшӑнчӗҫ. Шкулта ачасен ревизорро ушкӑнӗ ӗҫлет. Вӗсем столовӑйӗнчи лару-тӑрӑва пӑхса, сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслев ушкӑнӗ пур. Вӗсем уйӑхра пӗрре апат пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Олег Николаева амӑшӗсем ачасем шкулти апата юратса ҫинине пӗлтерчӗҫ.
www.hypar.ru Валентина Багадерова сӑн ӳкерчӗкӗсем