Чи кĕтнĕ кун

24 Юпа, 2022

Паян Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен корпусĕн воспитанникĕсем тупа турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

— Паллах, тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренÿре, хăвăра халалланă ĕçре вăй парса тăрĕ, пулăшса пырĕ. Паянхи уявпа пурне те саламлатăп, малалла çирĕппĕн утма, тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме сунатăп, — терĕ вăл тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене.

Тупа тăвакансемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те паян чи асра юлакан тата чи пăлхануллă кун пулчĕ. Çак куна вĕсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Савăнăçлă уявпа çавăн пекех ачасене Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков та саламларĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче 2013 çулта вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуçне хунă Эдуард Абрамова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Савăнăçлă уяв хыççăн сумлă хăнасем «Астăвăм йывăçĕ» акцие хутшăнса йывăçсем те лартрĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: 

Комментари хушас