Комментари хушас

20 Нарăс, 2023

Студентсем пуçарупа палăраççĕ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн коворкинг-центрӗнче Раҫҫей студотрячӗсен кунне халласа тӗлпулу иртрӗ

Студотрядсен юхӑмӗн хастарӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ, пурнӑҫа кӗртекен проектсем, тӗллевӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Олег Алексеевич "Раҫҫей студотрячӗсем" общество пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пархатарлӑ пуҫарусемпе ҫитӗнекен ӑрӑва ӗҫе явӑҫтарнине ырларӗ.
"Студотряд ҫамрӑксене пилӗк авма хӑнӑхтарнисӗр пуҫне  патриотизм туйӑмне аталантарма пулӑшать. Хальхи лару-тӑрура ку пушшех те пӗлтерӗшлӗ", - терӗ вӑл хастарсем ҫӗршывӑн лӑпкӑ мар вырӑнӗсене те пулӑшупа ҫитнине аса илтерсе.

www.hypar.ru

Рубрика: