Комментари хушас

1 Авăн, 2022

Çĕнелнĕ шкулта пĕлÿ кунĕ пуçланчĕ

«Пĕлӳ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв», - çапла палăртрĕç паян Шупашкарти 24-мĕш шкула пухăннисем. Уяв кăçал Раççей, Чăваш Ен тата Шупашкар хулин ялавĕсене çĕкленипе пуçланчĕ.

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕлӳ кунĕпе саламларĕ. Ачасене вĕренӳре çитĕнӳсем тума ырă сунчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева вĕренекенсене лайăх юлташсем тупма сĕнӳ пачĕ. Çакă пурнăçра пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. 24-мĕш шкул директорĕ Луиза Иванова пĕлтернĕ тăрăх, пĕлӳ çуртĕнче 2021-2022 çулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем тунă. Кунта йăлтах çĕнетнĕ.

Акă пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Асăннă вĕренӳ заведенийĕнче 90 ача пуçласа парта хушшине ларчĕ. «Раççейĕм манăн, санпа мăнаçланатăп» урока ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

www.hypar.ru

Рубрика: