2025 çултан студентсем электрон диплом илме пултарĕç

7 Çĕртме, 2024

Çакăн пирки РФ вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко Питĕрте иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче пĕлтернĕ.

Хальлĕхе студентсен электрон билечĕ тата электрон зачетка тĕрĕслев проекчĕ хута кайнă та ĕнтĕ. Документсене электрон формата куçараççĕ. Вĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче хăвăрăн страницăра тата ятарлă приложенире курма пулĕ. Çакнашкал эксперимент ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланнă.

Электрон диплом пирки хатĕрленĕ саккуна вара çитес çул йышăнĕç. Анчах та малашне хут диплом пулмĕ тенине пĕлтермест ку – хăшĕ кирлине студент хăй суйлама пултарĕ.

www.hypar.ru Gov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: 

Комментари хушас