- Чăвашла верси
- Русская версия
Çÿллĕ хÿме нуши...
Росреестрăн Чăваш Енри управленине кÿршĕн карти чăрмантарни пирки пăшăрханса çыракан сахал мар.
Çивĕч ыйтăва татса пама патшалăх çĕр инспекторĕсем вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслевре саккуна пăснă тĕслĕх, чикĕрен тухса кайни палăрсан йĕркесĕрлĕхе пĕтерме предписани çырса параççĕ. Анчах инспекторăн айăплă çынна хÿмене куçарттарма полномочи çук.
Çĕр хуçин куçман пурлăх правине судра хăйĕн хÿтĕлемелле. Вăл кÿршине хÿмине е хуралтисене пăстарма ыйтса суда тавăçпа тухать. Кун пек чухне пускилĕ те, çĕр чиккипе килĕшмесĕр, хирĕçле тавăç тăратма пултарать. Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ Лисин тавăçне пăхса тухнă. Вăл çĕр чиккине палăртнă май кÿрши Пономарева хăй тĕллĕн лаптăка пысăклатни çиеле тухнă. Арçын хĕрарăма картине куçарма, саккуна пăсса йышăннă участока тĕрлĕ хатĕртен тасатма ыйтнă.
Росреестрăн регионти управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслевпе вырăна çитнĕ, Пономарева картине чикĕрен тухса тытнине палăртнă. Тĕрĕслевçĕсем саккуна пăсакана йăнăша тÿрлетме хушнă. Анчах хĕрарăм вĕсен сăмахне итлемен. Вăл ăнлантарнă тăрăх, хушма лаптăкпа 15 çул усă курать имĕш. Хÿме чикĕре пулнине 2008 çулхи çĕр ĕçĕн документĕнче те кăтартнăмĕн. Çапах судра çакна çирĕплетсе парайман. Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи сведение, чикĕсен схемине тĕпе хурса суд Лисин ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хĕрарăма саккуна пăсса вырнаçтарнă хÿмине куçарма, ытлашши лаптăка тĕрлĕ хатĕртен тасатма хушнă.
Пономарева район сучĕн йышăнăвĕпе килĕшмесĕр ЧР Аслă судне çитнĕ. Анчах аслă тÿресем вырăнтисен йышăнăвне вăйра хăварнă.
Ăнланманлăх сиксе тухасран Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ карта тытиччен, çурт-йĕр, хуралтăсем тăвиччен çĕр лаптăкĕн чиккине вырăнта палăртма сĕнет. Çакна кадастр инженерĕ те пурнăçлать.
Комментари хушас