Шанма шан та…

24 Юпа, 2018

Ултавçăсем те çынсене тĕрлĕ майпа шар кăтартаççĕ, укçасăр хăвараççĕ. Вĕсен серепине ытларах ватă çынсем, ырра шанакан- ĕненекенсем çакланаççĕ.
Улатăрта пурăнакан 52 çулти хĕрарăм пĕр сайт урлă арçынпа паллашнă. Лешĕ хăйĕн пирки Лондонран, тухтăр тесе пĕлтернĕ. Арăмĕ вилнĕ хыççăн ачине пĕчченех çитĕнтерет имĕш. Вăл Раççее куçса килме, уйрăм клиника уçма ĕмĕтленет-мĕн. Вăрах вăхăт пĕччен пурăнакан хĕрарăм çакна пĕлсен савăнсах кайнă, телей кайăкĕ ун çине вĕçсе аннă тейĕн. Унпа çывăхрах паллашма, çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ. Виртуаллă çыхăнусем çирĕпленнĕ май арçын хĕрарăмран пулăшу ыйтнă. Укçи банкра упраннă май унпа усă кураймасть иккен, Раççее çитме билет та туянаймасть.
Хĕрарăм банкран 1,6 млн тенкĕ кредит илнĕ. Ăна ют çĕршыв банкĕн счечĕ çине куçарнă. Пулас бизнесмен чикĕ леш енчен çитессе чăтăмсăррăн кĕтме тытăннă. Анчах телефон шăпланнă, текех унпа çыхăнайман. Хăйне улталанине ăнланса илнĕ хĕрарăм право органĕнчен пулăшу ыйтнă. Ултавçăсене тупса пулĕ-ши?
Ку тĕслĕх те Улатăрта пурăнакан 56 çулти хĕрарăмпа пулса иртнĕ. Пĕррехинче телевизорпа пĕр экстрасенса кăтартнă. Вăл тимлесех ăна сăнама тытăннă. Лешĕ тĕрлĕ чир- чĕртен сыватать иккен. Çавна май унпа телефонпа çыхăннă, хăйне япăх туйнине каланă. Ăрăмçă пенсионера тимлĕн итленĕ. «Эсир тĕрĕсех шухăшлатăр, сире пăснă», — пĕтĕмлетнĕ экстрасенс. Унтан ăна килтен тухмасăрах сыватма шантарнă. Çакна валли ятарлă счет çине укçа кăна хывмалла иккен. Хĕрарăм хайхискерне 360 пин тенкĕ куçарнă. Анчах сываласси пулман. Хăйне шăнман пăр çине лартса янине ăнланнăскер полицие кайнă.
Çĕмĕрлери 69 çулти пенсионер вара икĕ хутчен ултав серепине çакланнă. Тупса палăртман çын ăна телефонпа шăнкăравласа банк ĕçченĕ пулнине пĕлтернĕ. Вăл ватăран çăмăллăнах банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлнĕ. Çапла майпа унăнне 10 пин тенкĕ укçа йăкăртнă. Кăшт тăхтасан каллех телефон янăраса кайнă. Ултавçă хальхинче пенсионера вăрланă укçана тавăрса пама шантарнă. Анчах унпа калаçнă хыççăн ватă çын карттинчен каллех 6 пин тенкĕ çухалнă.
Çĕмĕрлере пурăнакан 59 çулти арçын интернет урлă эмел препарачĕсем туяннă. Кĕçех палламан çын шăнкăравласа эмел пахалăхсăр пулнине пĕлтернĕ, тăкака саплаштарма палăртнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.