Нарăсăн 21-мĕшĕнче пирĕн ял тăрăхĕнче пуху иртрĕ. Ишек, Кипеккасси, Хура Çырма ялĕсенче пурăнакансем культурăпа вĕрентÿ центрне пуçтарăнчĕç. Халăх нумаях марччĕ.
Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарсах тăратăр. Общество организацийĕ çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартсамăр. Хастар хĕрарăмсем Чечня Республикине те çул хывнăччĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннă-ши ун чухне вĕсем? Амăшĕсен аса илĕвне пичетлеймĕр-ши?
Çĕр улми йăранĕ çинчи тымар хуртĕнчен проволочник ниепле те хăтăлаймастăп. Вăрлăхне те улăштартăм, кĕркунне сухаличчен сар пăрăç горчица та акса пăхрăм, анчах усси пулмарĕ. Çак хурта мĕнле пĕтермелле-ши?
Мария ИВАНОВА, Канаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Владимир КУДРЯШОВ агроном хуравлать:
Çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен районти участок çулсерен пирĕнтен газ оборудованине тĕрĕсленĕшĕн укçа пуçтарать. Кăçал 1005 тенкĕ илчĕç. Çулталăк тăршшĕнче газовиксене йыхравламанни те пулать. Вĕсем пирĕн пата килмеççĕ, котела, счетчике тĕрĕслемеççĕ. Апла тăк пирĕнтен мĕншĕн укçа пуçтараççĕ? Ку саккунпа килĕшÿллĕ-и?