Комментари хушас

1 Пуш, 2018

Чăвашла ăнлантарма мĕншĕн йывăр?

Нарăсăн 21-мĕшĕнче пирĕн ял тăрăхĕнче пуху иртрĕ. Ишек, Кипеккасси, Хура Çырма ялĕсенче пурăнакансем культурăпа вĕрентÿ центрне пуçтарăнчĕç. Халăх нумаях марччĕ. Пĕлтерĕве пĕр кун малтан кăна çакнă та хăшĕ-пĕри сиссе те юлайман пулĕ.  Тĕрĕссипе, çынсем пуçлăхсем каланине итлессишĕн мар, тÿлевсĕр концерт курассишĕн килнĕ.

Пухура ларнă май хамăр тăван чĕлхешĕн чун ыратрĕ. Районтан килнĕ хăнасем кăна мар, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те вырăсла калаçни пушшех тарăхтарчĕ. Кама валли ирттереççĕ пухăва? Халăх валли мар-и? Мĕншĕн вĕсен çывăх та ăнланмалла чĕлхепе калаçас мар? Вĕсем хăйсем те чăвашла пĕлеççĕ, ăнланаççĕ, калаçаççĕ вĕт-ха. Халăх умне тухсан «пире вырăсла çăмăлтарах» теме тытăнаççĕ. Пĕлетпĕр-ха, пуçлăхсем питĕ ăслă, анчах пире вĕсем терминсемпе усă курса калаçни, ăслăлăх лекцийĕ кирлĕ мар, этем чĕлхипе ăнлантарччăр. Доклада йĕркеллĕ вуланă пулсан юрĕччĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ача пек такăна-такăна вуланă май нимĕн те ăнланма çук. Ватăрах çынсем те пурччĕ, вĕсене пушшех те каланине йышăнма йывăр пулчĕ. Ыйтусем парсан та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ уçăмлăн ăнлантараймарĕ. «Кайран килĕр, уйрăммăн калаçăпăр», — терĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ вырăсла калаçнине те питĕ тимлесе итлерĕмĕр. Ишек шкулĕ пирки лайăххине кăна каларĕ. Мухтани лайăх пуль те, анчах пире шкул спорт залĕ каçсерен хупă тăни пăшăрхантарать. Унччен волейболла выляма килетчĕç çынсем, халĕ ун пек май çук. Пухăва ячĕшĕн ирттернĕн туйăнчĕ. Пĕтĕмĕшле практика офисĕнчи тухтăртан ыйтмалли нумайччĕ. Шăл тухтăрĕ çукки те канăçсăрлантарать пире. Çавăн пекех участковăй уполномоченнăя та, депутата та курас килетчĕ. «Должны подойти» терĕç, анчах вĕсем килмерĕç. Халăх кăмăлсăрланни çиеле тухрех. Пухăва килнисенчен пĕри мĕншĕн пирĕнпе, ял çыннисемпе, вырăсла калаçатăр тесе ыйтрĕ. Республикăра икĕ чĕлхепе калаçма юрани пирки ăнлантарма тытăнчĕç. «Эсир Шупашкар çывăхĕнче пурăнатăр вĕт», — тесе те тÿрре тухрĕç.

<...> Пуху иртнĕ чухне шăпах Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунĕччĕ. Кăнтăрла садике çÿрекенсем воспитательпе, библиотека ĕçченĕпе пĕрле «Манăн тус — тăван чĕлхе» флешмоб ирттерчĕç. Ачасене тĕнчери чĕлхесен пуянлăхĕ пирки, анчах вĕсенчен чылайăшĕ çухалма пултарасси пирки каларĕç. Ачасем буклет йăтса урам тăрăх утрĕç, тĕл пулакан çынсене сăвă каласа пачĕç. Пĕчĕккисен ушкăнне çынсем çаврăна-çаврăна пăхрĕç, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентекен çакăн пек акци ытларах ирттермелле тесе сĕнекен те пулчĕ.

Каçхине вара пачах хирĕçле пулăм асăрхарăмăр: ачасене чĕлхене упрама вĕрентетпĕр, хамăр, аслисем, чăвашсемпех вара вырăсла перкелешетпĕр. <...>

Ишек ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Шупашкар районĕ.

Редакцие килнĕ çыру пирки Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Анатолий Максимова пĕлтертĕмĕр, хуравлама ыйтрăмăр.

— Республикăра «Чĕлхе çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн, чăваш, вырăс чĕлхисем пĕр тан праваллă, апла та, капла та калаçма ирĕк пур. Ăнланманнисене тепĕр хутчен чăвашла каланă. Ку сăмахсене район представителĕсем те çирĕплетме пултараççĕ. Пухура ларакан ватăрах çынсем пурте вырăсла пĕлеççĕ, мăнукĕсемпе те çаплах калаçаççĕ. Пĕлтерÿсене нарăсăн 19-мĕшĕнчех çакнă, тĕл пулнă çынсене пайăррăн чĕннĕ. Хура Çырмана — 3, Кипеккассине — 2, Ишекре 5 çĕре çакнă.

Спортзала питĕрмен, хĕрарăмсен, арçынсен секцийĕсем ĕçлеççĕ. Шкул директорĕ пухура пулнă. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕн ĕçченĕ те халăх хушшинче пурччĕ. Сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе ыйту паракан тупăнман. Участковăй Кăшавăш ял тăрăхĕнчи пухура пулнă. Тулли верси..

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.