Çырăнтару

 

 

 

«Хыпара» — кашни çемьене

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хаçат-журнала 2017 çулхи 2-мĕш çурринче илсе тăма çак хаксемпе çырăнма пулать

 

Çырăнтару

Хисеплĕ вулаканăм! «Хыпар» хакĕ ытлашшипех «çыртать» пулсан — СĔНӲ:

1/ вулакан хăйĕн кăмăлне кура «Хыпар —эрнекуна» çырăнма пултарать /322,2 тенкĕ/;

2/ Шупашкарта пурăнакансен «Советская Чувашия» хаçатăн киоскĕсенче /348 тенкĕ/ е редакцире /198 тенкĕ/ çырăнма май пур.

Çĕнĕ меслет: кӳршĕпе калаçса килĕшсе — икĕ çемьене пĕр «Хыпар».

Укçа-тенкĕре питех перекетлес тетĕр пулсан — «Хыпара» виçĕ уйăхлăха /354,9 тенкĕ/ çырăнмашкăн мехел çитерĕр. Каярах — тепĕр виçĕ уйăхлăха.

Заявка(электронлă çырăнтару) 

Электронлă çырăнтару

Хаçат-журнала 2017 çулхи II-мĕш çурринче илсе тăмашкăн çак хаксемпе çырăнма пулать

 Электронлă çырăнтару

"Хыпара", "Çамрăксен хаçатне", "Тантăша" электронлă майпа çырăнсан хут çине пичетленĕ хаçатсем вырăнне сирĕн патăра вĕсен электронлă версийĕ пырса тăрĕ. Кĕскен - пичет кăларăмĕ тухнă кун хăвăрăн электронлă почтăра кăларăмăн виртуаллă версине PDF форматра уçса вулаятăр. Сирĕн компьютерăн, ноутбукăн, нетбукăн, планшетăн е тата смартфонăн экранĕнче хут çинче пичетленнĕ хаçатах курăнĕ. Вăл текст тĕлĕшĕнчен те, калăплав енĕпе те почтальон валеçекеннинчен уйрăлса тăмасть.

"Хыпар"  - 90 тенкĕ. "Çамрăксен хаçачĕ" - 60 тенкĕ.  "Тантăш" - 60 тенкĕ.

 

"Хыпара", "Çамрăксен хаçатне", "Тантăша" электронлă майпа çырăнмашкăн хăвăршăн меллĕ меслете суйлăр:

1. Пирĕн сайтра - hypar.ru - "çырăнтару" пайра заявка хăварма пултаратăр. Пирĕн ĕçченсем сирĕнпе çыхăнĕç. Укçа тÿлемелли счета факспа е электронлă почтăпа ярса парĕç. Ăна кирек мĕнле банкра та тÿлеме пулать, квитанци копине редакцие 28-83-70 факспа е hyparkd@mail.ru электронлă почтăпа ярса пама çеç ан манăр.

2. Редакцие килсе çырăнма май пур. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 318-мĕш пÿлĕм.

3. Хаçатăн электронлă версине банк урлă çырăнса редакцие квитанци копине ярса пама пулать. Реквизитсем:

АУ "Издательский дом "Хыпар" Мининформполитики Чувашии

ИНН 2130075064,  КПП 213001001, ОРГН № 1102130007561,

Банк получателя  Чувашское отделение № 8613 ПАО СБЕРБАНК г. Чебоксары,  БИК 049706609                                                   

рас. счет № 40603810475000000005,  корр.счет 30101810300000000609

 

Квитанци "Хыпар"

Квитанци "Çамрăксен хаçачĕ"

Квитанци "Тантăш"

4. Яндекс-укçа /Яндекс-деньги/ тÿлев тытăмĕ урлă. Электронлă енчĕк номерĕ: 410012154010810.

Ан манăр: хаçатăн электронлă версине сирĕн патăра ярса памашкăн хăвăрăн электронлă почта адресне палăртăр!

 

Электронлă çырăнтару мĕншĕн меллĕрех?

  • Укçăра перекетлетĕр. Электронлă çырăнтару хакĕ почта урлă илсе тăнинчен 6 хут йÿнĕрех. "Хыпар" хаçата 2017 çулăн II çурринче почтальонран илсе тăрас тесен 709,8 тенкĕ кăларса хума тивет. Электронлă версине çур çуллăха çырăнма - 90 тенкĕ кăна. 619,8 тенкĕ перекетлесе эсир Чăваш радиовне итлеме приемник туянма пултаратăр. "Çамрăксен хаçатне" почта урлă илсе тăма 376,2 тенкĕ кирлĕ. Электронлă версине эрне кунсерен çур çул вулама - 50 тенкĕ. Перекет – 326,2 тенкĕ.

  • Почтальона кĕтсе хăшкăлмăр. Мĕн пытармалли: чылай тăрăхра хаçата е каçхине, е тепĕр кунхине çеç пырса параççĕ. Электронлă верси вара хаçат тухнă кун ир-ирех сирĕн электронлă почтăра пулĕ.
  • Хаçата электронлă майпа тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те илсе тăма пулать. Халĕ çĕнĕ номер аякри йăхташăмăрсем патне пĕр эрнерен кăна çитет. Электронлă верси вара - çав кунах.
  • Эсир тинĕс хĕрринче хĕвелпе пиçĕхетĕр-и, командировкăна каятăр-и, çул çÿреве тухатăр-и?.. Хаçатăн электронлă версине кирек ăçта та вулама пулать.
  • Килĕшнĕ статьясене хут çинчен вулас тесен ăна принтерпа хăвăра кирлĕ чухлĕ пичетлеме пултаратăр.
  • Хаçат номерĕсем нихăçан та çухалмĕç - хăвăра килĕшнĕ интервью-очерка темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те электронлă почтăна уçса тупса вулама меллĕ.

 

Электронлă çырăнтарăвăн çитменлĕхĕ пур-и?

  • Вăл - пĕртен пĕрре. Хаçат хутне чăштăртаттарма май çук.

"Хыпара", "Çамрăксен хаçатне", "Тантăша" электронлă майпа çырăнас тетĕр-и? Эппин, виртуаллă тĕнчере сире хапăл туса кĕтетпĕр!

ЗАЯВКА