Çырăнтару

Хыпар» издательство çурчĕн кăларса тăракан «Хыпара» е «Хыпар»-эрнекуна 2018 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн çырăнăр та квитанци копине редакцие почтăпа /адресĕ — Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13, 3-мĕш хут/ е электрон почтăпа /hyparkd@mail.ru/ кăçалхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр ярса парăр.

Хаçат-журнал çырăнтармалли черетлĕ тапхăр пуçланчĕ.  "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналне Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те çырăнса илме пулать. Хаклă та мар.

Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньелти Марина Положина почтальон ытти мĕнпур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпах вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса Ыхраçырминчи почта уйрăмне васкать. Вăл çак ĕçре 23 çул тăрăшать. Шăрăх-и е çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и — ниме те пăхмасăр 3,5 çухрăмри кÿршĕ яла утать вăл.

Pages

Subscribe to Çырăнтару