Чăваш сасси çĕтмĕ-ши?
Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Накаткин - Чăнлă районĕн тĕп сали. Вăл 1675 çулта никĕсленнĕ. Унта 5700 яхăн çын пурăнать, 60-65% - чăвашсем. Сайра хутра пулин те республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне кайса курмашкăн эпир те çапах та вăхăт тупатпăр. Вырăнти ертÿлĕхпе калаçса татăлнă хыççăн иртнĕ эрнере Аслă Накаткин ялне çула тухрăмăр. 200 ытла çухрăма парăнтарса кăнтăрла тĕлне райцентра çитсе кĕтĕмĕр. Ял пуçлăхĕпе Илья Митрофановпа телефонпа çыхăнтăмăр, вăл пире ял тăрăх администраци çуртĕнче кĕтме ыйтрĕ, хăй кĕçех пырасса пĕлтерчĕ.





Тăвай районĕнчи кашни ял тăрăхĕнчех Канаш почтамчĕн уйрăмĕ пур. Вуннăшĕнче те хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра почтальонсен канăçсăр вăхăт - 2014 çулăн пĕрремĕш çуррийĕ валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Ытти енĕпе те вăр-варланма тивет вĕсен, ватăсене вăхăтра пенсипе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ... "Сĕнеççĕ" терĕмĕр-ха, çакна пурнăç хистенĕрен тытăннă.
Шупашкар районĕнчи Кăрмăшсем Амăшĕн уявне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа пĕрле уявлассине йăлана кĕртрĕç. Уйран уй - ана, ялтан яла тус пурри паха теççĕ. Кăшавăш тăрăхĕпе редакци хушшинче уйрăмах çирĕп çыхăну йĕркеленнинче вырăнти хастар корреспондентсен тÿпи те пурах-тăр: кунта пурăнакан Регина Чернова пĕр вăхăт «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕнче ĕçлерĕ.





