Хаçат юлташ, тăван пекех хаклă

1 Нарăс, 2014

Шупашкар районĕнчи Çĕньялсем Елизавета Антонова почтальона çав тери хисеплеççĕ. "Эпир çывăрса тăричченех хаçат-журнал валеçсе тухать вăл. Çил-тăвăл алхасма пуçласан пичет кăларăмĕсене верандăнах кĕртсе хурать", - тет ял-йыш. Елизавета Евгеньевнăна шартлама сивĕ те хăратайман. Кирек мĕнле çанталăкра та ĕçе васкать хĕрарăм.

"Тăван пекех маншăн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат. Почтальона кĕтсе чÿречерен пăхатăп, урама тухса тăратăп. Кашни страницăна пĕр сас палли сиктермесĕр вуласа тухатăп. Кивĕ пĕр номере те пăрахман. Халĕ юратнă кăларăма кĕрÿ çырăнса парать", - ăнлантарать сакăр вунна çитекен Мария Прокопьева. Çаплипех ал ĕçĕпе те аппаланать вăл.

Çак ялти Гавриловсем те, Виноградовсем те, Ильинсем те юратса вулаççĕ пирĕн хаçата. "Мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп ăна. Малашне те юлташлă пуласчĕ", - чунне уçать Галина Ивановна.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.