Чăваш сасси çĕтмĕ-ши?
Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Накаткин - Чăнлă районĕн тĕп сали. Вăл 1675 çулта никĕсленнĕ. Унта 5700 яхăн çын пурăнать, 60-65% - чăвашсем. Сайра хутра пулин те республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне кайса курмашкăн эпир те çапах та вăхăт тупатпăр. Вырăнти ертÿлĕхпе калаçса татăлнă хыççăн иртнĕ эрнере Аслă Накаткин ялне çула тухрăмăр. 200 ытла çухрăма парăнтарса кăнтăрла тĕлне райцентра çитсе кĕтĕмĕр. Ял пуçлăхĕпе Илья Митрофановпа телефонпа çыхăнтăмăр, вăл пире ял тăрăх администраци çуртĕнче кĕтме ыйтрĕ, хăй кĕçех пырасса пĕлтерчĕ. Унти специалистсем Шупашкартан журналистсем килессине пĕлмен те, çавăнпа та пире курсан нимĕн калама та аптăрарĕç. Пуçлăх телефонне урăх тытмарĕ, хăй те шăнкăравламарĕ. Вăл мĕн сăнлă иккенне те курса юлаймарăмăр... Чăвашлăха упрас тĕлĕшпе вырăнти влаç мĕнле ĕçленине çакнашкал вак-тĕвекренех хаклама пулать-çке. Аякри тăван тарават пулаканччĕ те. Анчах пуçлăх явапсăрлăхĕшĕн ыттисене айăпламăпăр.
Библиотекарь хăй укçипе хаçат çырăнать
Аслă Накаткин культура çуртне кĕтĕм. Фойере кĕрĕк сутаççĕ, 25-85 пин тенкĕ тăраканскерсене çынсем тăхăна-тăхăна пăхаççĕ. Пуян халăх пурăнать кунта эппин. Хаçат çырăнма хапăл тумĕç-ши? Çак ыйтупа чаплă тавар суйлакансене чăрмантартăм. Эпĕ калнине ăнланакан тупăнмарĕ, вырăсла куçарма тиврĕ. «Мы по-чувашски не читаем», - текелесе пăрăнса утрĕç. Сăмах май, урамра та хамăр чĕлхепе калаçнине илтсех каймарăм. Чăваш сасси çĕтмĕ-ши кунта?
Иккĕмĕш хутра вырнаçнă библиотекăна хăпартăм. Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçатсăр пуçне чăвашлисем тек çук. Çырăнмашкăн укçа уйăрмаççĕ-мĕн. Çапах та чăваш хăш-пĕр ялĕнчи вулавăш ĕçченĕсем хăйсен укçине хĕрхенмеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăвашкассинчи Ольга Ванюшкина пирĕн хаçата çырăннă, ăна ялĕпех вулаттарать.
Анфиса Клопкова директор, Ирина Петрашкина библиотекарь - чăвашсем. Тăван чĕлхепе кăларнă кĕнекесем кунта юлашки хут хăçан килнине вĕсем те лайăххăн аса илеймерĕç. «90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчеччĕ пулас», - шухăша кайрĕç вулавăш ĕçченĕсем. Çав вăхăталлах «Тăван Атăл», «Капкăн», «Пике» журналсем килсе тăнă. Халĕ Шупашкарта тухакан пичет кăларăмĕсем кунта чылайранпа çитмеççĕ. Сентресем те чухăнлансах юлнă, хальхи пĕр кĕнеке те çук.
Аслă ăру юрă-ташăпа пурăнать
Аслă Накаткин культура керменĕнче пултарулăх чăваш коллективĕсем - виççĕ. «Шанăç» ушкăна - РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, писатель, юрăçă Валентина Тарават, ачасен «Çăл куç» эстрада ушкăнне Мария Шадрикова ертсе пыраççĕ.
Юлашки çулсенче аслă ăрури хĕрарăмсем «Уйсас» фольклор коллективне чăмăртаннă, унта халĕ 8 çын çÿрет. Чи асли - 78-ти Антонина Стратонова. Ушкăн ертÿçипе Александра Синдюковăпа калаçма тÿр килчĕ. Сăмах май, вăл «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хăй 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕнче, ача-пăча медсестринче ĕçленĕ. «Музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен пулин те юрласси манăн - юнра та, чунра та. Пирĕн йăхра чапа тухнă артистсем, юрăçсем пур. Ĕлĕкхи юрăсемпе эпĕ тахçантанпах кăсăкланатăп. Атте-анне, ватăсем юрланине ача чухнех ăса хываттăм. Сăмахĕсене çырнине ниçта та курман, пирĕн йăх-несĕл темĕн чухлĕ юрă асра тытса пурăннă. Фольклор пухса кĕнеке кăларас шухăш çуралчĕ. Çĕрле вăранса кайсан та юрă йĕркисене аса илсе выртаттăм», - чун туртăмĕпе паллаштарчĕ Александра Леонтьевна. Çапла вăл малтанах «Канаш» хаçатра рубрика пуçарса янă, унта ĕлĕкхи юрă сăмахĕсене пичетленĕ. Николай Розов тавра пĕлÿçĕн «Харăс тăрса юрлар-и?» кĕнекине Александра Синдюкова пухса хатĕрленĕ 14 юрă кĕнĕ.
Пурнăç кирек хăш тапхăрта та илемлĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн этем пурăнма кăна пуçлать тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăхланнă «Уйсас» хĕрарăмĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ.