хаксем

2 Раштав, 2019

Каяш тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова коммуналлă хытă каяшсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.

29 Чÿк, 2019

Асăрхăр: акци!

«Хыпар» Издательство çурчĕн хаçат-журналне 2020 çулăн пĕрремĕш çурри валли декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр.
Пирĕн кăларăмсене почта уйрăмĕсенче тата почтальон урлă çак хаксемпе çырăнтараççĕ:

11 Чÿк, 2019

Эмел хакĕсене тĕрĕслесе тăрĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Виктров паллаштарчĕ.

23 Юпа, 2019

Капиталлă юсав хакланмасть

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче халăхăн пысăк пайне пырса тивекен ыйту 2020 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртасси пулчĕ.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко тÿлеве 2018-2019 çулсенчи шайрах хăварма сĕнчĕ — хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн 6,3 тенкĕ. Çапла йышăнчĕç те.

30 Авăн, 2019

Газпа — перекетлĕрех

Иртнĕ эрнере Чулхулара федераци шайĕнче газ мотор топливипе анлăрах усă курас ыйтусене сÿтсе явнă, сумлă канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те хутшăннă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Михаил Васильевич çак темăран пуçларĕ. Ку енĕпе республика пирки хальлĕхĕ «уçман çерем» теме те пулать — ĕçлемелле те ĕçлемелле.

Pages