Шупашкар
Çул урлă каçакан ачана машина çапса хăварнă
Ĕнер, кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкарти Коммуналлă Слобода урамĕнче çул урлă чипер каçакан ачана машина çапса кайнă.
"Çыхăнура" порталта вырнаçтарнă видеора хĕрача çул урлă каçиччен машинăсем пуррипе çуккине пăхни, ăна ирттерсе яма "Лада Веста" автомобиль чарăнса ларни аван курăнать. Анчах юнашар çулпа пыракан "Форд Фокус" ним пулман пек малалла ыткăнать, ача çине пырса кĕрет. Пăтăрмаха çакланнă водитель инкек вырăнĕнчен тапса сикмен-ха. Вăл тата салонти хĕрарăм машинăран тухса ача патне пыраççĕ.
Куҫ тулли илем
Нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче чечексем ӳснине, чӑнах та, ку таранччен асӑрхаманччӗ. Шупашкарти "Октябре - 50 ҫул" урамри 16-мӗш ҫуртра пурӑнакан Нина Семеновна Иванова патне интервью илме кайсан ҫакнашкал илеме курсан питӗ тӗлӗнтӗм.
Пăрахутсем çÿремĕç
Шупашкарти юхан шыв порчĕ Атăл леш енне илсе каçаракан транспорта çÿреме чарĕ.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак эрнере ятарлă йышăнăва алă пуснă. Унта вăл Атăлăн сулахай çыранне тата Сосновкăна шывпа çÿрекен транспорта тунтикунтан, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен, çÿреме чарасси пирки каланă.
Çав вăхăтрах халăха Атăл тăрăх уçăлма илсе çÿрекен пăрахутсем хальлĕхе çÿрĕç.
www.hypar.ru fleetphoto.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
ВераЭВЕРККИ.
Хунарсене çĕмĕрнĕ
Шупашкар урамĕсем юлашки çулсенче палăрмаллах илемленчĕç. Шел те, хитрелĕхпе киленме пĕлменнисем те тĕл пулаççĕ.
«Шупашкар: 500 çул» паркра туса лартнă картлашкан икĕ енĕпе 2019 çулхи юпа уйăхĕнче çутă хунарĕсем вырнаçтарнă. Картлашкапа Атăл хĕррине анса хăпарма меллĕ пулнă. Хунарсем такама кансĕрленĕ тейĕн – вĕсене ватакан тупăннă.
forum.na-svyazi.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Pages
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »