Шупашкар

Паян ЧР Культура министерствин ĕçченĕсемпе журналистсем Шупашкарти «Амазони» этнокомплекса çитсе курчĕç. 2019 çул тĕлне хута яма палăртнă объект «2011-2018 çулсенче РФ туризма аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Çапла, Шупашкар чи ырă хуласен рейтингĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Вăл Мускава, Дон çинчи Ростова, Чулхулана хыçа хăварса 7-мĕш йĕркене вырнаçнă.

Рейтинга хатĕрленĕ чухне Пĕтĕм Раççейри экологи акцийĕн çуркуннехи тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне шута илнĕ. Чи ырă хула — Санкт-Петербург. Иккĕмĕш вырăна Химки йышăннă, виççĕмĕшне вара — Кронштад. Малалли йĕркесенче — Хусан, Чĕмпĕр, Уссурийск, Шупашкар. Акци йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, çак хуласенче пурăнакан çынсем экологи мероприятийĕсене ытларах ирттернĕ.

 

Вырсарникун Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче «Спорт — пуриншĕн те» чĕнÿпе «Симĕс марафон» чупу иртнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçал 53 регион хутшăннă. Виçĕ километрлă дистанцире тĕрлĕ ÿсĕмрисем — ватăсем те, ачасем те — хăйсен вăй- халне кура чупнă.

Шупашкарта кăна кăçал тăватă çĕнĕ садик тума пуçăннă. Вĕсенчен пĕринче, Алькеш поселокĕнче çĕкленекеннинче, строительство ĕçĕсем мĕнлерех пынине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян вырăна тухса тĕрĕслерĕ.

Pages

Subscribe to Шупашкар