Комментари хушас

21 Ака, 2020

Строительсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ

Строительство министрĕ Александр Героев ку яхăн ĕç кунĕсене стройплощдкăсенче пуçлать теме те юрать. Строительство отрасльне пандеми тапхăрĕнче те ĕçлеме ирĕк панине кура республикăн коронавирус сарăласран сыхланас енĕпе ĕçлекен штабĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнассине çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарнăччĕ. Вăт, министр тĕрĕслет.

Александр Валерьевич çак кунсенче темиçе строительтво компанийĕн объекчĕсене çитсе курчĕ. Ытларикун эпир те унпа пĕрле рейда тухрăмăр.

- Пирĕн ĕç кунĕ халь чи малтан кашнин температурине виçнинчен пуçланать, — тет «Отделфинстрой» строительство компанийĕн сварщикĕ Сергей Исаков. — Температура нормăран пысăкрах пулсан ĕçе пуçăнма юрамасть. Бытовкăра кунне виçĕ хут дезинфекци тăватпăр. Маскăсем тăхăнса ĕçлетпĕр.

Шупашарти «Радужный» микрорайон сарăлса-çĕкленсех пырать. Кунта пĕтĕмпе пурăнмалли 280 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. 190 пинне тунă ĕнтĕ. Ĕçлемелли – тата виçĕ çуллăх, тет компанин аталану енĕпе ĕçлекен директорĕ Алексей Мурыгин.

Вăл каланă тăрăх, строительсем сыхлăх мерисене ăнланса йышăнаççĕ, ку вĕсен хăйсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирлине пĕлеççĕ. Ĕçлеме ирĕк панăшăн республика ертÿлĕхне тав тăвать. Чарнă пулсан ĕçсем те чарăнса ларатчĕç, халь вара строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать. Нумай хутлă черетлĕ çурта çу уйăхĕнче хута ямалла – вăл пĕтĕмпех хатĕр теме те юрать ĕнтĕ, строительсем юлашки кăлтăксене пĕтерес енĕпе ĕçлеççĕ. Картише хăтлăлатаççĕ. Ав, ачасем валли вăйă площадки тума пикеннĕ, ун валли кирлĕ оборудование те кÿнĕ.

Александр Героев рабочисемпе калаçнă хыççăн бытовкăна та кĕрсе курчĕ. Дезинфекцилемелли хутăш, рабочисем тивĕçлĕ инструктаж тухнине çирĕплетсе алă пуснă журнал, ытти – пĕтĕм требование пăхăнаççĕ. Апла пулин те министр кунпа кăна çырлахмарĕ, компанин тепĕр стройплощадкине те çитсе курас терĕ.

«Акварель» микрорайон тĕп хулан кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче çĕкленет. Эпир паллашнă çичĕ под±ездлă, эскроу-шутсен мелĕпе усă курса тăвакан çурт кăшкарĕ хатĕр ĕнтĕ. Вунă хутлăскерĕн тăрринех хăпартăмăр та – куç умне хулан илемлĕ панорами тухса тăрать. Çулталăк вĕçлениччен хута ямаллискерте ĕçлекен рабочисем маскăсем тăхăннă, стройплощадка территорине ют çынсене кĕртмеççĕ. Бытовкăра та тивĕçлĕ требованисене пăхăнаççĕ: дезинфекци тумалли черет те йĕркеленĕ – алăк çинче список çакăнса тăрать, тасалăхшăн хăш вăхăтра кам яваплине кашниех пĕлет, графике çирĕп пăхăнать. Дезинфекци шĕвекĕ, супăнь, алшăлли – пĕтĕмпех пур.

Александр Героев курнипе кăмăллă пулчĕ. Коронавирус инфекцийĕ яваплăха çирĕплетме хистени куçкĕрет. Раççей Стройминĕ Роспотребнадзорпа килĕшсе пандеми тапхăрĕнче эпидеми сарăласран асăрханса пурнăçламалли сĕнÿсене палăртнă, Чăваш Енри строительство организацийĕсем вĕсене пăхăнса ĕçлеççĕ. Паян республикăри тĕрлĕ об±ектра строительствăпа монтаж ĕçĕсенче 4,7 пин çын тăрăшать. Унсăр пуçне стройиндустри предприятийĕсенче – тата 500 çын патнелле. Стройплощадкăсене материалсем кÿмелле, эппин, транспорт та ĕçлет. Çавăнпа та пандеми тапхăрĕнче сыхлăх теми тĕп вырăнта – ку строительсен сывлăхĕпе çыхăннă хăрушсăрлăха тивĕçтерме кирлĕ.

Министр кунашкал рейдсем малашне те пулассине çирĕплетрĕ, пысăк компанисенчен кашнин ĕçĕпе паллашасшăн. Çакăнпа пĕрлех Александр Валерьевич хыпар та пĕлтерчĕ: Президент Çырăвĕнче çăмăллăхлă ипотека пуласси çинчен каланăччĕ. Вăхăт çитрĕ — республикăра çак ипотекăна пама тытăннă. Çулталăкри 6,5% танлашакан виçепе паракан кредита чи малтан илнисем — шăпах «Отделфинстрой» клиенчĕсем. Паллах, хваттерлĕ пулас ĕмĕтлĕ çынсемшĕн — пысăк савăнăç. Çав вăхăтрах строительсем те кăмăллă: çынсем ипотекăпа хваттерсем илеççĕ, çавна май строительсен те ĕç, тупăш пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.